Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ял уявĕ – ăрусен çыхăнăвĕ

Куçа тыткăнлакан ал ĕçĕсем, тутанса пăхма илĕртекен чăваш наци апачĕсем, историе упракан ĕлĕк йăлара усă курнă япаласем... Ăрусене çыхăнтарас тĕллевпе йĕркеленĕ куравра Шăхальте пурăнакан кашни çемьен тенĕ пекех тÿпи пур. Ăна урамăн-урамăн ăмăртмалла пуçтарнă.

Паллах, ахаль мар. Иртнĕ шăматкун шăхальсем хăйсен тăван ял уявне паллă тунă. Тĕплĕ хатĕрленÿ ĕçĕсен шутне урамсене тирпей-илем, хăтлăх кĕртесси те кĕнĕ, стадион тата ял клубĕ çывăхĕнчи картасене юсаса çĕнетнĕ. Художество номерĕсем хатĕрленĕ. Пурте чăваш тумĕсемпе килни вара уяв сумне пушшех те ÿстернĕ.

Кунта çуралса ÿснĕ, халĕ республикăн тĕрлĕ районĕсенче тĕпленнĕ, ял уявне курма килнĕ хăнасене, ял çыннисене Калинино ял поселенийĕн пуçлăхĕ Л.Иванова, С.Отрыванов таврапĕлÿçĕ, Вăрнар район администрацийĕн представителĕ Л.Люкшенкова, Пенси фончĕн районти уйрăмĕн специалисчĕ Р.Давыдова тата ыттисем саламланă. И.Смирнов учитель-ветеран ял историйĕпе паллаштарнă.

Ял уявне пуçласа йĕркеленĕ пулин те вăл ял çыннисемшĕн çав тери асра юлмалла иртнĕ. Çемьесене тĕрлĕ номинаципе чысланă. «Тĕслĕхлĕ килти хушма хуçалăх» номинацире акă С.Петрова çĕнтернĕ, И.Матвееван – чи хитре чечек клумбисем, О.Яблокован – кăтартуллă хуçалăх, Яковлевсем – чи туслă, Сергеевсем – нумай ачаллă тĕслĕхлĕ çемьесем. Ялта чи çамрăкки – Ксения Николаева, чи ватти – М.Григорьева. Ял династисемпе те мухтанма пултарать: Матвеевсен темиçе ăрăвĕ сывлăх сыхлавĕнче тăрăшать, Петровсем çамрăксене пĕлÿ тĕнчипе çывăхлатаççĕ, Кумруковсемпе Степановсем выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес отрасльте вăй хураççĕ, Сергеевсен темиçе ăрăвĕ – комбайнерсем.

Пĕр вăхăтрах çамрăксем спорт вăййисенче тупăшнă, вĕсене В.Петров учитель-ветеран йĕркелесе пынă. Юлашкинчен пухăннисене чăваш эстрада юрăçисем Катя Петрова, Алексей Шадриков тата Гордеевсем саламланă.



"Çĕнтерÿ çуле"
15 июля 2009
00:00
Поделиться
;