Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕнĕ тырă йышăнма хатĕр

«Чăваштырăпродукчĕн» Вăрнарти филиалĕ çĕнĕ тырă йышăнма, ăна тасатса типĕтме, упрама хатĕр! Çапла йышăну турĕ ытларикун кунта ĕçленĕ патшалăх комиссийĕ.

Пуç пулса тăракан предприяти управленийĕн техпай пуçлăхĕ Людмила Кузьмина, тĕп инженерĕ Мария Скворцова (вăлах – комисси председателĕ) Россельхознадзор, ĕç сыхлавĕн службисен представителĕсемпе пĕрле Вăрнарти тырă йышăнакан предприяти хуçалăхне пĕр кĕтес хăвармиччен пăхса тухрĕç. Тĕрĕслев ĕçне çавăн пекех район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ–райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Александр Борисов та хутшăнчĕ.

Вăрнарти тырă йышăнакан предприятин производство хăватлăхĕ 15 пин тонна таран тырă йышăнса упрама май парать. Ял хуçалăх çулталăкĕн яваплă тапхăрĕ умĕн пулас тулли пÿлмешĕн хăш-пĕр хуçалăхсемпе тухăçлă килĕшÿсем тунă ĕнтĕ. Склад çурчĕсене çĕнĕ сезона тĕплĕн хатĕрленĕ – çуса тасатнă, газаци ирттернĕ, дезинфекциленĕ. Стенасене, хапхасене, тăрăсене юсаса çĕнетнĕ. Подъемниксем, тарнспортерсем кăлтăксăр куçаççĕ, вентиляци системи юсавлă. Комиссие вĕсене хута ярса ĕçлеттерсе кăтартрĕç. Пĕр сехетре 16 тонна таран типĕтме пултаракан икĕ сушилка ĕçлевлĕ.

Комисси çавăн пекех тырă тасатас, тараса хуçалăхĕсен хатĕрлĕхĕ, тырра складсене вырнаçтарас плансем, ĕç сыхлавĕ тата пушар хăрушсăрлăхĕ çине те пысăк тимлĕх уйăрчĕ. Тарасасем 15 тонна таран турттараканнисем иккĕ, пĕри – 30 тоннăллă. Вĕсем пурте ятарлă тĕрĕслев витĕр тухнă. Çĕнĕ тырра яланхиллех сортсем тăрăх уйрăм бункер-складсене хума палăртнă. Пушар машинисем иккĕшĕ те юсавлă. Ĕç çыннисене, ИТР ушкăнне аттестациленĕ. Ĕç условийĕсене лайăхлатасси – производствăна аталантарассипе пĕр шайра. Кану пÿлĕмĕ хăтлăхпа тыткăнлать. Чăннипе, коллектив тирпейлĕхе хăнăхни предприяти территорине ура пуссанах сисĕнет.

Çĕнĕ тырă чи малтанах лаборатори витĕр тухать. Вăрнарти предприятинче вăл хальхи вăхăтри оборудованипе, кирлĕ химреактивсемпе туллин тивĕçнĕ. Кунта тимлекенсен профессионализмĕ – республикăра чи кăтартуллисенчен пĕри. Пуç пулса тăракан предприятире ку таранччен вĕсен анализĕсем тĕлĕшпе хирĕçлĕхсем пулман: тырă пахалăхне, тасалăхне, нÿрĕлĕхне, клейковинăна вĕсем тĕп-тĕрĕс палăртаççĕ.

Лабораторире хальлĕхе иккĕн, Надежда Петрова ертÿçĕпе Лариса Михайлова лаборантка, тимлеççĕ. Хĕрÿ тапхăрта йыш хушăнать – вăхăтлăх ĕç вырăнĕсем тупăнаççĕ. Ку çеç те мар, вырма тĕлне лабораторире çĕнĕ оборудовани – тырă ампар кăпшанкисемпе чирленине палăртакан прибор – вырнаçĕ. Унашкаллипе хальлĕхе Шупашкарти элеваторта кăна усă кураççĕ.

Комисси кĕрпе тăвакан цех, Раççей Правительствин патшалăх резервĕн тыррисем выртакан склад ĕçĕпе те кăмăллă юлчĕ.

– Республикăри тырă йышăнакан предприятисем хушшинче Вăрнарти филиал – чи лайăххисенчен пĕри. Кунта çулленех пуринчен ытла тырă хатĕрлеççĕ. Коллектив çĕнĕ тырă тапхăрне те пуринчен малтан хатĕрленсе çитет, – терĕ комисси председателĕ, «Чăваштырăпродукчĕ» патшалăхăн унитарлă предприятийĕн тĕп инженерĕ Мария Скворцова кунта хуçан çирĕп алли сисĕннине, Александр Богданов директор хăй те хастар пулнине, çынсене те ĕçлеттерме пĕлнине уйрăммăн палăртса.

Пысăк çитменлĕхсем çук. Ĕç сыхлавĕ йĕркере, пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтернĕ, территорисем, складсем, лаборатори, агрегатсем пĕтĕмпех çĕнĕ тырă йышăнма хатĕр! пĕтĕмлетрĕ патшалăх йышăну комиссийĕ. Управ, тивĕçтерÿ хакĕсем паллă, халĕ тырă хакне кĕтмелли кăна юлать...



"Çĕнтерÿ çуле"
18 июля 2009
00:00
Поделиться
;