Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Йĕр тăрăх тупнă

Малти Ишекре пурăнакан П. пĕр ирхине сарайне тухать те тĕлĕнсех каять – каç чиперех тăратса хăварнă хура-шурă ĕни витере çук. Унта та, кунта та пăхкалать, анчах выльăх ниçта та курăнмасть. Пĕр шухăш кăна юлать – такам, усалпа килнĕ çын, çавăтса тухса кайнă. Çийĕнчех ялтан шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайне пĕлтереççĕ. Милици сотрудникĕсем тÿрех вырăнта шырав ĕçĕсене пуçланă май, кĕçех ĕнене çавăтса пынă йĕр тупăнать. Вăл «Канаш–Калинино» автоçул çине тухни курăнать. Çапла майпа йĕрке хуралçисем ĕнене тупса хуçине тавăрса панă, выльăха унчченхи каçхине витерен вăрттăн илсе тухнă çынна та хăвăрт палăртнă.

Июлĕн 2-мĕшĕнче шалти ĕçсен районти пайне М. пулăшу ыйтма килнĕ. Вăл ялсем тăрăх электроприборсем тата ытти япаласем сутса çÿрекен икĕ хĕре явап тыттарма ыйтса çырнă. Çакскерсем унăн Уйкас Кипекре пурăнакан ватă ашшĕне чейник, массажер, утюг тата çĕçĕсен пуххине ÿстерсе кăтартнă хаксемпе сутса хăварнă иккен.

Районта пурăнакансене асăрхаттаратпăр: суя сутуçăсем тĕрлĕ ялсене çитме пултараççĕ. Хăйсен таварĕсене вĕсем паллă фирмăсенче кăларнă, лавккаринчен йÿнĕрех хакпа сутатпăр тесе халăха сĕнеççĕ. Тĕрĕссипе вара хакĕсене капашсăр ÿстерсе янă, пахалăхĕ те иккĕлентерет. Çавăнпа та пурне те тимлĕ пулма сĕнетпĕр, суя сăмахсемпе ан улталанăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
18 июля 2009
00:00
Поделиться
;