Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Йĕркене пăхăнман

Пестицидсемпе агрохимикатсем – çын сывлăхĕшĕн, çутçанталăкшăн хăрушлăх кăларма пултаракан япаласем. Çавăнпа та вĕсене çирĕп йĕркене пăхăнса упрамалла, усă курмалла тата сутмалла. Ку тĕлĕшпе районта лару-тăру мĕнлине пĕлме Вăрнар район прокуратури июньте тĕплĕ тĕрĕслев ирттернĕ, йĕркене уяман тĕслĕхсем пурри курăннă.

Поселокри «Шанс» пасарти хупă павильонри В. Кузьмин уйрăм предпринимателĕн суту-илÿ вырăнĕнчи «Нокдаун» ятлă пестицидăн – улма-çырла тата пахча çимĕç культурисене сиенлетекен хурт-кăпшанкăсемпе кĕрешмелли препаратăн – патшалăх регистрацийĕ пулман.

Ку пасар территорийĕнчех Н. Джаббарова уйрăм предприниматель июнĕн 25-мĕшĕнче усă курмалли вăхăчĕ 2007 çулхи апрельте тухнă «Искра» пестицида ( вăрăм сăмсасене, курăк пыйтисене, колорадо нăррисене пĕтерме пулăшать) çынсене туянма сĕннĕ. Ку препарата вăл çак кун 8-па 12 сехет хушшинче 15-шер тенкĕпе 3-4 сутнă.

Çакнашкал çитменлĕхсемех «Россельхозцентр» учрежденин Чăваш Республикинчи филиалĕн Вăрнар районĕнчи уйрăмĕнче ( вăрлăх инспекцийĕнче) ирттернĕ тĕрĕслевре те палăрнă. Инспекци ĕçченĕсем «Шанс» пасара ял хуçалăх культурисене хÿтĕлемелли препаратсемпе сутă тума тухаççĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче вĕсем усă курмалли вăхăчĕ иртсе кайнă, «Август» фирма туса кăларнă «Сэмпай, КЭ» препарата сутнă.

«Пестицидсене тата агрохимикатсене хăрушсăр тытмалли йĕрке çинчен» саккун ыйтнипе килĕшÿллĕн, граждансемпе предприяти-учрежденисен патшалăх регистрацийĕ тунă, Раççей Федерацийĕн территорийĕнче усă курма ирĕк парса Патшалăх каталогне кĕртнĕ пестицидсене тата агрохимикатсене кăна курттăмăн тата ваккăн сутма право пур.

Саккунăн асăннă нормисене пăсса В. Кузьмин, Н. Джаббарова уйрăм предпринимательсем, «Россельхозцентр» учрежденин Чăваш Республикинчи филиалĕн Вăрнар районĕнчи уйрăмĕн ĕçченĕсем Раççей Федерацийĕнче усă курма ирĕк паман пестицидсене ваккăн суту-илĕве кăларнă. Вĕсем çынсен сывлăхне тата çутçанталăка сиен кÿме пултараççĕ.

Саккуна пăснă тĕслĕхсем тăрăх айăплисем тĕлĕшпе Вăрнар район прокуратури Раççей Федерацийĕн административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексĕн 8.3-мĕш статйипе административлă ĕçсем пуçарнă. Вĕсем тăрăх 2–5 пин тенкĕ таран штраф тÿлеттерме пăхнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
18 июля 2009
00:00
Поделиться
;