Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Медальсем ялкăшаççĕ,паттăрлăха палăртаççĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Белоруссие нимĕç оккупанчĕсенчен ирĕке кăларнăранпа 65 çул çитрĕ. Кунти юнлă çапăçусене хутшăннă ветерансене юнкун район администрацийĕн актовăй залĕнче савăнăçлă лару-тăрура юбилей медалĕсемпе чысланă.

Юбилей медальне тивĕçнисем вунтăваттăн, вĕсем – Вăрнарти Тимофей Александрович Александров, Семен Валерианович Валерианов, Николай Васильевич Игонин, Лев Антонович Павлов, Николай Павлович Павлов, Хурапыр Юнтапари Марк Германович Германов, Енĕшри Алексей Григорьевич Григорьев, Григорий Гурьевич Гурьев, Уйкас Кипекри Валентин Емельянович Емельянов, Петр Михайлович Михайлов, Алексей Петрович Петров, Кÿлхĕрринчи Петр Игнатьевич Игнатьев, Мăньял Хапăсри Алексей Максимович Максимов тата Çĕрпелти Сергей Степанович Степанов.

Николай Васильевич Игониншăн ку – çак уйăхра тивĕçнĕ иккĕмĕш медаль. Ăна 1944 çулхи февралĕн 14-мĕшĕнчи приказпа «Çапăçура палăрнăшăн» медальпе наградăланă пулнă. «Çухалнă» награда хуçине 65 çултан шыраса тупнă.

Район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин ветерансене саламланă май, Белоруссие хăтарассипе йĕркеленĕ «Багратион» операцин тĕлĕнмелле вăйĕ тăшмана çапса аркатма май панине, анчах та çак ирĕклĕх çĕршер-çĕршер айăпсăр çынсен пурнăçне татнине палăртнă. Наградăсене вĕсем вăрçă участникĕсен кăкăрĕсем çине Вăрнар тата Йĕпреç çар комиссарĕпе Сергей Даниловпа пĕрле çакса янă. Шел, савăнăçлă саманта сывлăхĕсем хавшанине пула ветерансенчен пиллĕкĕшĕ кăна хутшăннă.



"Çĕнтерÿ çуле"
18 июля 2009
00:00
Поделиться
;