Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тĕрĕслеве çирĕплетрĕмĕр

Милицире службăра тăракансен ĕçĕ-хĕлĕн пĕр енĕ – çынсен прависене пăсма парас марри, вĕсене пур енлĕ хÿтлĕхпе тивĕçтересси, граждансем пĕр-пĕр преступлени пулни çинчен пĕлтернисене е хăйсене хирĕçле киревсĕр ĕçсем тунă пирки пулăшу ыйтнисене пурне те пăхса тухса кирлĕ мерăсем йышăнасси. Тĕрĕссипе, çакă тĕп тивĕçсенчен пĕри теме те юрать, мĕншĕн тесен çынсен сывлăхĕ, пурнăçĕ, йĕркелĕх хуçаланакан общество йĕркелесси – чи пĕлтерĕшли. Çавăнпах шалти ĕçсен Чăваш Республикинчи министерстви преступлени туни çинчен пĕлтернисене йышăннă тата регистрациленĕ, ыйтусене татса панă чухне саккуна пăхăнассине пысăк тимлĕх уйăрса çирĕп тĕрĕслесе тăрать.

Шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕнче те ку тĕлĕшпе ятарлă тĕллевлĕ мерăсем пурнăçа кĕртнĕ. Ку ыйтăва уйăхсеренех шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ çумĕнчи оперативлă канашлусенче пăхса тухаççĕ, вĕсенче подразделенисен пуçлăхĕсем хăйсен ушкăнĕсем епле ĕçлени пирки отчетсем тăваççĕ.

Ыйтусемпе пĕлтерÿсен регистраци йĕрки туллин иртнине асăрхаса тăма учета туллин пурнăçласа пынине тĕрĕслекен комисси тытăмне кăçал çĕнĕрен улăштарнă. Комисси членĕсем преступленисем е саккунсене пăснă ытти тĕслĕхсем çинчен пĕлтернин туллилĕхне районти предприяти-учрежденисен, организацисен (Вăрнар район прокурорĕ палăртнă перечень тăрăх) даннăйĕсемпе танлаштарса тĕрĕслеççĕ. Криминал паллиллĕ информаци килме пултаракан предприяти-организацисене, сиплевпе профилактика тата страхлакан учрежденисене тата ытти çăлкуçсене çак тĕллевпе уйăхсерен справкăсем тăратма ыйтса çырса янă. Çапла майпа ку ĕç хăйĕн «çимĕçне» панă: çур çулта, акă, саккуна пăснă тепĕр ултă тĕслĕхе тупса палăртнă. Вĕсем ĕçсĕррисене паракан пособие саккунсăр майпа тивĕçнипе, çула çитмен ачана амăшĕ хĕсĕрленипе, çынсен сывлăхне сиенлетнипе тата ыттипе çыхăннă. Район хаçатĕнче пичетленнĕ икĕ информаци тăрăх та тĕрĕслев ĕçĕсем ирттернĕ.

Каласа хăвармалла: преступлени тунă е саккуна пăснă ытти тĕслĕхсем çинчен пĕлтернине, вĕсем ăçта тата хăçан пулса иртнине пăхмасăрах, шалти ĕçсен районти пайĕн дежурнăйĕсем талăкĕпех йышăнаççĕ. Шалти ĕçсен пайĕн канцелярине телеграфпа килнĕ тата харпăрçăран парса янă заявленисемпе пĕлтернисем пĕтĕмĕшле йышăннă йĕркепех регистрациленеççĕ. Ĕç-хĕл саккунлăхне çирĕплетессипе çирĕп мерăсем йышăннă май, çав шутра учетпа регистраци дисциплини енĕпе те, заявленисемпе пĕлтернисен шучĕ ÿсрĕ. Кăçал, сăмахран, 1061 заявленипе пĕлтернине шута илнĕ. Пĕлтĕр ултă уйăхра вĕсен хисепĕ 989-па танлашнăччĕ. Иртнĕ çул çак тапхăрта 161 уголовлă ĕç пуçарнă пулсан, кăçал – 196 материлпа. Вăхăтпа илес пулсан, милици сотрудникĕсем унчченхи çул 453 материала виçĕ талăк хушшинче пăхса тухнă пулсан, кăçал 474-шне татса пама пултарнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
18 июля 2009
00:00
Поделиться
;