Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Турă мухтавĕшĕн хамăр чиркĕве пулăшар!

Вăрнар поселокĕнчи Нумай асап тÿснĕ Çветтуй Çĕнтерÿçĕ Георгий чиркĕвĕн никĕсне янăранпа кĕçех 12 çул çитет. Тăватă çул каялла настоятельте Александр атте тимлеме тытăнсан, вăраха кайнă стройкăра курăмлă ĕçсем чылай пурнăçлама май килнĕ. Тĕпрен илсен, Турра ĕненекенсен укçи-тенкипе кăна çĕкленекен чиркĕвĕн алăкĕсем çывăх çулсенче уçăласси питĕ иккĕлентерет.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Свешников тата депутатсен районти Пухăвĕн председателĕн заместителĕ, Карл Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн пуçлăхĕ Валерий Шумилов чиркĕве туса хута ярас ĕçе хăвăртлатма, çак тĕллевпе укçа-тенкĕ пухассине йĕркелеме пĕтĕм халăха явăçтарма ыйту тăратнă. В.Свешниковпа В.Шумилов çĕкленĕ ыйтăва район Пухăвĕн депутачĕсем, предприятисемпе организацисен пуçлăхĕсем, Турра ĕненекенсем район администрацийĕн пухусем ирттермелли залĕнче пĕрле сÿтсе яврĕç. Пухăва район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин ертсе пычĕ.

Малтан чиркÿ настоятелĕ Александр атте сăмах илчĕ, тĕл пулăва пухăннисене тав турĕ.

– Эпĕ Вăрнар чиркĕвĕн настоятелĕнче ĕçлеме тытăннăранпа сентябрьте тăватă çул çитет, – терĕ вăл. – Ун чухне чиркÿ кăшкарне те пĕтĕмпех хăпартса çитерейменччĕ. Тăватă çулта 5,5 миллион тенкĕлĕх ĕç тума пултартăмăр. Пĕлтĕр илемлĕ купол вырнаçтартăмăр, халĕ иккĕмĕшне ăсталаççĕ. Пурнăçламалли темĕн чухлех. Чиркĕве шалтан штукатуркăламалла, ĕçшĕн 1,3 миллион тенкĕ ыйтаççĕ. Эпĕ паян Вăрнарти чиркÿре службăра тăратăп, анчах мана ыранах тепĕр чиркĕве куçарма пултараççĕ. Çак чиркĕве эпир Вăрнар тăрăхĕнче пурăнакансем, килес ăрусем валли çĕклетпĕр. Вăл ĕмĕрлĕх. Вăрнар поселокĕ хĕрарăмсен мăнастирĕнчен пуçланса кайнине шута илсе, чиркĕве хăвăртрах туса пĕтерсе хута ярасчĕ. Анчах укçа-тенкĕ тивĕçмест. Çавна май темиçе уйăх каялла вырăнти предпринимательсем патне çыру ятăм, пулăшу ыйтрăм. Шел, пĕри кăна... 2000 тенкĕ куçарса пачĕ. Çав вăхăтрах Вăрнарти пĕр предприниматель çемйи чиркÿ тунă çĕре пысăк тÿпе хывнине те палăртас килет. Вĕсем икĕ лавкка тытаççĕ, çав тери пуян çынсем те мар, анчах иккĕмĕш çул ĕнтĕ чиркÿ счечĕ çине уйăхсерен вуншар пин тенкĕ укçа куçарса тăраççĕ.

Паллах, çынна чиркÿ çĕклеме тесе пусахласа укçа партараймăн. Çын çак пархатарлă ĕçе чĕре хушнипе пурнăçлать.

Тĕрĕссипе, чиркÿ питĕ илемлĕ вырăнта çĕкленет. Çакна нумаях пулмасть кунта килсе кайнă Варнава Митрополит та палăртрĕ. Тирпей-илем кĕртнĕ хыççăн чиркÿ çывăхĕн чунлăх «Арбачĕ» те пулса тăрĕ. Ку кăна мар, паянхи техникум çывăхĕнче, унчченхи хĕрарăмсен мăнастирĕ пулнă вырăнта, пĕр-ик çул каялла çветтуй çăлкуçа шыраса тупма май килчĕ. Çакăнта тирпейлесе йĕрке тусан, халăх йышлăн килсе çÿреме тытăнасса ĕненетĕп...

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Свешников сăмахĕсем те пухăннисене самаях савăнтарчĕç. «Эпир хамăр хыççăн мĕн хăварăпăр; – терĕ вăл. – Пурнăç кĕске, çавăн пирки ватлăх енне кайма пуçласан кăна шутлама тытăнатпăр. Чиркÿ Раççей халăхне йывăр вăхăтра яланах çăлнă, халĕ те çапла. Кашниннех шутласа пăхасчĕ: манăн чунра-чĕрере мĕн-ши; Унта хăть пĕчĕк çеç хĕлхем тупасчĕ. Вăрнарти чиркĕве туса хута яма кашниннех тивĕçлĕ тÿпе хывмалла, укçапа пулăшмалла».

В.Свешников пĕлтернĕ тăрăх, чиркÿ çĕклеме кăçал укçа-тенкĕ питĕ сахал пухăннă.

Пухăва хутшăннисем Вăрнар чиркĕвне хăвăртрах хута ярас тĕллевпе июлĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа августăн 15-мĕшĕччен укçа-тенкĕпе пулăшмалли уйăхлăх ирттерме йышăнчĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
18 июля 2009
00:00
Поделиться
;