Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ĕçпе тивĕçтернĕ

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центртан пĕлтернĕ тăрăх, кăçал çула çитмен çамрăксене çуллахи вăхăтра ĕçе вырнаçтарассипе 178 ĕç вырăнĕллĕх 8 килĕшÿ тунă. Çапла 14–18 çулхи каччăсемпе хĕрсем каникулта Вăрнар райповĕнче, ял хуçалăх техникумĕнче, «Интех» ЧНПЦ тата «Инноваци технологийĕсем» тулли мар яваплă обществăсенче, К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхра, Калинино ял поселенийĕнче тăрăшаççĕ. Вĕсем ытларах социаллă ăнăçсăр, тулли мар тата нумай ачаллă, ашшĕ-амăшĕ ĕçлемен, тупăш сахал илекен çемьесенчи тата тăлăх ачасем.

Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин планĕпе килĕшÿллĕн, кăçал 524 çамрăка ĕç вырăнĕсем тупса памалла. 165 çын направлени илнĕ, 164-ăн ĕçлĕ пулнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 июля 2009
00:00
Поделиться
;