Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чечексем,пахча-çимĕç ÿстереççĕ

Çулла вăй илсех пырать. Хĕвел хăйĕн ăшшипе савăнтарать. Канма та, ĕçлеме те аван. Калининăри психикăпа неврологи интернатĕнче те пурнăç хăй еккипех шăвать. Кунта пурăнакан-сипленекенсем çуллахи вăхăта кăмăлла каймалла тата интереслĕ, çавăнпа пĕрлех интернатшăн усăллă ирттереççĕ.

Кам Калининăри психикăпа неврологи интерначĕ çывăхĕнче пулса курнă çав лайăх пĕлет: кунти территорире тирпей-илем, хăтлăх кăна хуçаланать, хăш-пĕр çĕрти пек çÿп-çап йăванса выртнине кураймăн. Администраци çурчĕ тавралла та,  сипленекенсем пурăнакан уйрăм умĕнче те тем тĕрлĕ чечек илем кÿрсе ешерет, хитрен касса тирпейленĕ йывăç-тĕмсем хушшипе пыракан çулпа та утма кăмăллă.  Çак чуна çĕклекен илем пĕтĕмпех интернатра тимлекенсен, сипленекен-пурăнакансен ĕçчен аллисемпе пулнă. Клумбăсене пĕрмаях пăхса-асăрхаса, тасатса тăраççĕ, ытти вырăнта ÿсекен чечексем хушшине те çумкурăк иленме памаççĕ.

Интернатăн хушма хуçалăхĕ те пĕчĕк мар, 1,58 гектар çĕр çинче çĕрулми, купăста, хăяр, кишĕр тата ытти пахчаçимĕç ÿсет. Сипленекенсем май килнĕ таран вĕсене çитĕнтерме те  пулăшаççĕ. Тепĕр тесен, ĕç те çынна сывлăх кÿрет, вăй-хала тĕреклетнипе пĕрлех çынна хăй обществăшăн усăллине ăнланма май парать.

 Кану та кунта пурăнакан-сипленекенсемшĕн нихăçан  тунсăхлă иртмест. Интернатра тăтăшах тĕрлĕрен мероприяти йĕркелеççĕ: лекци-калаçусем, спорт тупăшăвĕсем, экскурсисем тата ыттисем. Июль вĕçĕнче, акă, Шуршăлти космонавтика музейне, каярахпа Шупашкарти музейсене çитсе курасшăн.  



"Çĕнтерÿ çуле"
22 июля 2009
00:00
Поделиться
;