Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хĕрарăм путса вилнĕ

Пĕр хушă çанталăк сивĕ тăнă хыççăн тăрук шăрăх килсе çитрĕ те, пурте шыв-шур хĕрнелле талпăнчĕç. Инкексем те кĕттермерĕç. Шывĕ  тарăнрах çĕрте пурпĕрех ăшă мар, тата çынсем те хăйсен  вăйне ытлашши шанаççĕ, капла кĕтмен çĕртен шăнăр туртса лартма та пултарать-çке.

Акă, Вăрнарта пурăнакан хĕрĕх тăххăрти  хĕрарăм иртнĕ эрнере  юлташĕсемпе пĕрле Вурнарка пĕви хĕрринче каннă, шыва кĕнĕ. Анчах кăшт вăхăт иртсен вăл çуккине, çыран хĕрринче унăн япалисем кăна выртнине асăрханă. Шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, хĕрарăм аякалла ишсе кайнă пулнă, анчах каялла таврăнайман. Шыв хĕрринче пулнисем  шыранă пулин те, ăна тупма май килмен. Каярахпа кăна унăн виллине туртса кăларнă.    



"Çĕнтерÿ çуле"
22 июля 2009
00:00
Поделиться
;