Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Наука докторĕ хаçатçăсем патĕнче

Вулакансем ентешĕмĕре, халĕ Выборгра пурăнакан Сергей Арсеньевич Владимирова аван пĕлеççĕ. «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçата хальхи çур çулта илсе тăракансем хушшинче ирттернĕ лотерейăна вăл икĕ хаклă парне – кĕсье телефонĕсем – тăратнăччĕ.

Санкт-Петербургри инженерипе экономика патшалăх университечĕн профессорĕ, экономика наукисен докторĕ çак кунсенче Вăрнарта пулчĕ. Тăван тăрăхри черетлĕ çул çÿревĕ ун паллах хаçат редакцийĕнчен пуçланчĕ. Сергей Арсеньевич журналистсене ĕçри çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ, ĕмĕчĕсене уçрĕ. Ку хутĕнче те вăл пушă алăпа килмен – редакци коллективне чаплă парнесемпе хавхалантарчĕ. Унăн наука статйисем Раççейри сумлă журналсенче кун çути кураççĕ, ĕмĕтри вара – çĕршыв экономика теорийĕнчи çĕнĕлĕхсемпе çыхăнĕ.

Сергей Владимиров кашни килмессеренех ачалăхра асра юлнă вырăнсене çитсе курма тăрăшать. Хальхинче ку сукмаксем ăна Çĕньял Хапăса илсе çитернĕ. Ял хуçалăх техникумĕ çывăхĕнчи вырăна çитмесĕр те чăтайман вăл. Кунта 1958 çулта китаецсен делегацийĕн Пекина вĕçнĕ самолечĕ ÿксе арканнă. Сергей Арсеньевич ун чухне пиллĕкре кăна пулнă пулин те, çак хăрушă каçа манаймасть, вăл самолет сирпĕннине хăй куçĕпе курнă. Çак катастрофа сăлтавĕсене вăл хыççăн тĕрлĕ архивсенче тĕпченĕ. «Çак вырăна Асăну палăкĕ лартсан эпир çын инкекне ăнланма пултарнине, вилнĕ çынсен чунĕсен канлĕхĕшĕн тăрăшнине, халăхсем хушшинчи туслăха хакланине яр-уççăн çирĕплетнĕ пулăттăмăр...»– тет Сергей Арсеньевич.

Наука докторĕ çавăн пекех хăй вĕреннĕ тăван шкул çуртĕнче – поселокри хальхи ача-пăча пултарулăх çуртĕнче – те пулнă. Вăйлă кĕрешÿçĕ-спортсменсем тата ÿнер ăстисем хатĕрлекен преподавательсемпе Виталий Трофимовпа тата Вячеслав Кудряшовпа тĕл пулнă. С.Владимиров районти тĕп библиотекăна кĕнекесем туянса парнеленĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 июля 2009
00:00
Поделиться
;