Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пăшала милицие килсе памалла

Шалти ĕçсен Чăваш Республикинчи министерстви асăрхаттарать: саккунсăр майпа хĕç-пăшал, çар хатĕрĕсем, сирпĕтмелли япаласемпе хатĕрсем илсе çÿренĕшĕн, упранăшăн, туяннăшăн, сутнăшăн уголовлă явап тыттарма – виçĕ çул таран ирĕкрен хăтарма (РФ Уголовлă кодексĕн 222-мĕш статйи) – пăхнă. Çавăн пекех пăшала кирлĕ пек упраманшăн, ытти çынсене унпа усă курса инкек кăларма май тунăшăн та (РФ Уголовлă кодексĕн 224-мĕш статйи) пĕр çуллăха ирĕксĕр хăварма пултараççĕ.

Саккунпа туслă пурăнас, пăтăрмахлă лару-тăрăва лекес мар тесен, саккунсăр майпа упранакан пăшала, çар хатĕрĕсене, сирпĕтмелли япаласемпе хатĕрсене хăвăр ирĕкпе милицие килсе памалла.Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2006 çулхи февралĕн 14-мĕшĕнчи йышăнăвне тĕпе хурса, çакăншăн укçан хавхалантарма та пăхнă. Çавăн пекех асăннă япаласене милицие харпăр хăй ирĕкĕпе килсе панисене уголовлă явапран хăтараççĕ (енчен те урăх преступлени туман пулсан).

Саккунсăр майпа упранакан пăшалсене, çар хатĕрĕсене, сирпĕтмелли япаласемпе хатĕрсене шалти ĕçсен районти пайне килсе памалла, милицин участокри уполномоченнăйне пĕлтермелле е 02 телефонпа шăнкăравламалла.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 июля 2009
00:00
Поделиться
;