Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пирĕн ентешсем те – командăра

Шупашкарта çăмăл атлетика енĕпе ыран уçăлакан Раççей чемпионатне пирĕн ентешсем те хутшăннине палăртма аван. Кăмпал хĕрачи Татьяна Макарова 10000 метрлă дистанцире старта тухĕ. Хурăнсур Çармăс хĕрĕ Екатерина Горбунова 1500 метр чупĕ. Ку хĕрсем тĕнче ăмăртăвĕсем таран çĕнтерÿ пьедесталĕсем çине тăма тивĕçнĕ, иккĕшĕ те – спорт мастерĕсем. Халĕ Шупашкарта спорт ăсталăхĕн А.Игнатьев ячĕллĕ аслă шкулĕнче вĕренеççĕ. Хамăр ентешсене ăнăçу сунатпăр.

Чемпионат саманчĕсене «Спорт» каналпа тÿрĕ эфирпа кăтартаççĕ. Раççей чемпионачĕ ыран – июлĕн 23-мĕшĕнче – 16 сехетре пуçланать. Ăмăртусем çак кун 10.10 тата 16.30 сехетре, июлĕн 24-мĕшĕнче – 10.30 тата 17.30, июлĕн 25-мĕшĕнче – 10.05 тата 17.20, июлĕн 26-мĕшĕнче 11 сехетре пуçланаççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 июля 2009
00:00
Поделиться
;