Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Шанса панă ĕçре - яваплă

Ялта пурăнакансемпе - уй-хирте хура тар тăкакансенчен тытăнса хуçалăх ертÿçисем таранах - калаçатăн та кашнийĕ тенĕ пекех район  агропромышленность комплексне çирĕппĕн аталантарма ĕмĕтленни яр уççăн курăнать. Хуçалăх вăйĕ - пултаруллă, тăрăшуллă çынсенче. Анчах та аграрисенчи кадрсем çитмеççĕ-ха: час-часах хăш-пĕр вăй питти арçынсем хулăм укçа шыраса Мускава е ытти хулана тухса каяççĕ. Çемье вучахне упракан хĕрарăмсем вара тăван тăрăхрах ĕçлесе тĕпленме тăрăшаççĕ.

- Хĕрарăмсем йăха тăсакан тата тытса пыракан кăна мар, хуçалăх шанчăкĕ те, - терĕ «Мураты» кооперативăн бухгалтерĕ Людмила Ивановна Бычкова. - Хамăр хуçалăхра тăрăшакан этемлĕхĕн черченкĕ çуррийĕ пирки ырă сăмахсем анчах калатăп.

Людмила Ивановна юратнă ĕçĕнче 1983 çултанпа тимлет. Кооперативра вăй хуракансем бухгалтер тăрăшулăхне çирĕплетрĕç.

Пĕр-пĕр фирма кантурĕнче ĕçлемесен те ял хуçалăх  предприятийĕсенче вăй хуракан хĕрарăмсем хăйсен илемлĕхне, илĕртÿлĕхне, ăш пиллĕхне упрама пĕлеççĕ. Тĕп сăлтавĕ - шанса панă ĕçе çĕкленÿллĕ кăмăлпа пурнăçланинче мар-и-ха;! Пăрчăкан пек вăр-вар. Çавна пула пит çăмартийĕсем те нар пек. Ĕç çынна илем кÿрет тени тĕрĕсех. Акă Валентина Анатольевна Фомина «Хорнзор» хуçалăхра техник-семенаторта вун улттăмĕш çул тăрăшать. Çак тапхăрта ырă енчен кăна палăрса тăнă, ята яман. Маттур чăваш хĕрарăмĕ çулленех районта иртекен смотр-конкурссенче  хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать. 2009 çулта республикăри ăмăртура та палăрнă. Выльăх-чĕрлĕх ăратлăхне лайăхлатасси, пăру илесси Валентина Анатольевнаран килет. Çавăнпа та техник-осеменатор хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлне пурнăçлама тăрăшать.

Кăçалхи çĕртме уйăхĕнче иртнĕ дояркăсемпе техник-осеменаторсен ăмăртăвĕнче - «Янгорчино» кооперативри Наташа Григорьевапа паллашма тÿр килчĕ. Çамрăк специалист ĕне сăвакан операторта тимлет. Хуçалăх ертÿçи Геннадий Васильевич Романов каланă тăрăх, Наташа Григорьева ĕçре хастар, хушнине вăхăтра пурнăçа кĕртет, кооператива аталантарассишĕн ырми-канми тăрăшать. Паллах, Наташа Григорьева пек маттур çынсем хуçалăхра йышлă. Ахальтен мар ĕнтĕ аш-пăш, ял хуçалăх культурисене туса илес енĕпе çĕрпелсем ÿсĕмсем тăваççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 июля 2009
00:00
Поделиться
;