Шыв вăйă вырăнĕ мар
Инкексене асăрхаттарас тĕллевпе ансат правилăсене ас туса юлмалла та çирĕп пăхăнмалла. Вĕсенчен пĕрремĕшĕ тата чи пĕлтерĕшли – нихăçанта та сехĕрленсе ÿкмелле марри. Урана шăнăр туртса хутлатсан та, акă, лăпкăн çурăм çине çаврăнăр, çиелте ишсе пырса мышцăна тăрăшсах сăтăрăр. Плавки е купальник çинче майра йĕппине тирсе хуни тата лайăхрах – унпа чикни шăнăр туртнине хăвăрт ирттерсе ярать. Пулăшу чĕнме вара нихăçан та ан вăтанăр.
Ишме вĕреннипе пĕрлех шывра канма та хăнăхмалла. Пĕрремĕш мел – çурăм çинче выртса. Алăсемпе урасене сармалла, куçсене хупмалла та пуçпа шыв çине выртмалла, кĕлеткене вăйсăрлатмалла. Иккĕмĕш мел – хулкка пек хутланмалла. Тарăннăн сывласа илмелле те пите шыва чикмелле, чĕркуççисене алăсемпе ыталаса кĕлетке çумне чăмăртамалла, майĕпен шыва сывласа кăлармалла. Каярахпа каллех шыв çийĕнче хăвăрт сывласа илмелле, унтан – каллех «хулкка». Каннă хыççăн çыран еннелле ишĕр.
Мĕн юрамасть-ха шывра; Чи малтанах асра тытăр: ишме пĕлместĕр-тĕк, пилĕкрен çÿлерех шыва ан кĕрĕр. Çыранран аякка ишсе кайма юрамасть – каялла таврăнма вăй çитересси пирки шутлăр. Пысăк карапсемпе пĕчĕк катерсем çÿрекен фарватера кĕрсе ан кайăр, причалсемпе пирссем тата дамбăсем çывăхĕнче шыва ан кĕрĕр. Палламан вырăнсенче, çав шутра чăнкă вырăнсенче, кимĕсен причалĕсенчен чăмни питĕ хăрушă.
Чылай вăхăт хĕвел çинче хĕртĕнсе выртнă хыççăн тÿрех шыва сикме ан тăрăшăр. Температура хăвăрт улшăнни чĕре карти хутланса пÿлĕнни тата сывлав чарăнни патне илсе çитерме пултарать. Ватăрах çынсен тата чĕрепе чирлекенсен уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Вăйăран вăкăр тухать теççĕ. Çавăнпа та шывра выляса пĕр-пĕрне путарма ан тăрăшăр – çын чыхăнса кайма пултарать. Шутласа пăхăр-ха: сăмахран, мечĕкпе выляни пĕр-пĕрне ураран туртнинчен е пĕр-пĕрин айне чăмнинчен интереслĕрех те, усăллăрах та.