Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тĕрлĕ чемпионатсенче

Иртнĕ эрнере Вăрнарти «Химик–Август» футбол команди килте Шупашкарти «Волга» командăна йышăннă. Чăваш Республикин чемпионачĕн çиччĕмĕш турĕ йĕркипе пыракан тĕл пулура вăйă никам çĕнтерейменнипе вĕçленнĕ. Маларах кунта вăл Етĕрнери «Рубинпа» вылянă, ăна 2:1 шутпа çĕнтернĕ. Мечĕксене кÿршĕсен хапхине иккĕшне те Роман Шалин тапса кĕртнĕ.

«Химик–Август» Чăваш Республикин Кубокĕшĕн пыракан ăмăртура кăçал та аван вылять. Нумаях пулмасть вăл Шупашкарти «Омон» командăна 4:1 шутпа парăнтарса çурма финала тухма тивĕçнĕ. Командăна ку хутĕнче çĕнтерÿ илсе килме пулăшаканĕсем – Роман Шалин (икĕ гол), Александр Белыбердин тата Роман Кожатов.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 июля 2009
00:00
Поделиться
;