Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Яваплăха туйса тимлеççĕ

Ялта пурăнакансемпе – уй-хирте хура тар тăкакансенчен тытăнса хуçалăх ертÿçисем таранах – калаçатăн та кашнийĕ тенĕ пекех район агропромышленность комплексне çирĕппĕн аталантарма ĕмĕтленни яр уççăн курăнать. Хуçалăх вăйĕ – пултаруллă, тăрăшуллă çынсенче. Анчах та аграрисенче кадрсем çитмеççĕ-ха: час-часах хăш-пĕр вăй питти арçынсем хулăм укçа шыраса Мускава е ытти хулана тухса каяççĕ. Çемье вучахне упракан хĕрарăмсем вара тăван тăрăхрах ĕçлесе тĕпленме тăрăшаççĕ.

– Хĕрарăмсем йăха тăсакан тата тытса пыракан кăна мар, хуçалăх шанчăкĕ те, – терĕ «Мураты» кооператив бухгалтерĕ Людмила Ивановна Бычкова. – Хамăр хуçалăхра тăрăшакан этемлĕхĕн черченкĕ çуррийĕ пирки ырă сăмахсем анчах калатăп.

Людмила Ивановна юратнă ĕçĕнче 1983 çултанпа тимлет. Кооперативра вăй хуракансем бухгалтер тăрăшулăхне çирĕплетрĕç.

Пĕр-пĕр фирма кантурĕнче ĕçлемесен те ял хуçалăх предприятийĕсенче вăй хуракан хĕрарăмсем хăйсен илемлĕхне, илĕртÿлĕхне, ăш пиллĕхне упрама пĕлеççĕ. Тĕп сăлтавĕ – шанса панă ĕçе çĕкленÿллĕ кăмăлпа пурнăçланинче мар-и-ха;! Пăрчăкан пек вăр-вар. Çавна пула пит çăмартийĕсем те нар пек. Ĕç çынна илем кÿрет тени тĕрĕсех. Акă Валентина Анатольевна Фомина «Хорнзор» хуçалăхра тимлет, техник-осеменаторта вун улттăмĕш çул тăрăшать. Çак тапхăрта ырă енчен кăна палăрса тăнă, ята яман. Маттур чăваш хĕрарăмĕ районта иртекен смотр-конкурссене çулленех хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать. 2006 çулта республикăри ăмăртура та палăрнă. Выльăх-чĕрлĕх ăратлăхне лайăхлатасси, пăру илесси Валентина Анатольевнаран килет. Çавăнпа та техник-осеменатор хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлне пурнăçлама тăрăшать.

Кăçалхи çу уйăхĕнче иртнĕ дояркăсемпе техник-осеменаторсен ăмăртăвĕнче «Янгорчино» кооперативри Наташа Григорьевапа паллашма тÿр килчĕ. Çамрăк специалист ĕне сăвакан операторта тимлет. Хуçалăх ертÿçи Геннадий Васильевич Романов каланă тăрăх, Наташа Григорьева ĕçре хастар, хушнине вăхăтра пурнăçа кĕртет, кооператива аталантарассишĕн ырми-канми тăрăшать. Паллах, çак çамрăк пек маттур çынсем хуçалăхра йышлă. Ахальтен мар ĕнтĕ аш-пăш, сĕт, ял хуçалăх культурисене туса илес енĕпе çĕрпелсем ÿсĕмсем тăваççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 июля 2009
00:00
Поделиться
;