Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Аслă уй-хир ик куç тулли - илĕртет ылтăн тырри-пулли...

Хресчен ака-суха ĕçĕсене вĕçленĕренпе вăхăт нумай иртмерĕ. Тин çеç шăтса тухнă ем-ешĕл калчасенчен тулли пучахлă тырăсем пулса çитĕнчĕç. Ăшă çилĕ вĕрнипе тыр-пул пусси ылтăн хумлăн чÿхенсе ларать. Уй-хир ылтăнĕ сарă тинĕсе аса илтерет. Ытарайми ÿкерчĕк. Анчах тыррине акма анчах мар, пуçтарса кĕртме те пĕлмелле.

Районта вырма ĕçĕсене пуçăнас умĕн кĕçнерникун «Санары» агрофирмăра тата «Победа» кооперативра ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисен, тĕп агрономĕсен, тĕп инженерĕсен, фермерсен семинар-канашлăвĕ иртрĕ. Унта тыр-пула кĕске вăхăтра тата пахалăхлă пуçтарса кĕртессипе çыхăннă тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Малашлăхăн çирĕп никĕсне хывма тăрăшакан хуçалăхсенче ÿсен-тăран отрасльне аталантарассипе çине тăрсах тимлеççĕ. Вĕсен шутне «Санары» агрофирма та кĕрет. Хуçалăх ертÿçи Роберт Петров семинара килнисене ĕç планĕпе паллаштарчĕ. Санарпуçсен тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 915 гектар çинче пуçтарса кĕртмелле. Ку кăтарту пĕлтĕрхинчен пысăкрах пулни «Санары» агрофирмăра парлак çĕре пусă çаврăнăшне кĕртессипе тĕллевлĕ ĕçленине кăтартать. Вырмана агрофирмăн тăватă уй-хир карапĕ хутшăнать. Кăçал хуçалăхра лизинг мелĕпе тырă выракан хăватлă тепĕр «Acros-530» комбайн туяннă. «Паллă ĕнтĕ, çĕнĕ техникăпа усă курнин пĕлтерĕшĕ пысăк», - терĕ Роберт Игнатьевич.

Ертÿçĕ тăван хуçалăха сулмаклă утăмсемпе  аталантарма ăнтăлать, хăйĕн пĕлĕвне ÿстерсех пырать. Нумаях пулмасть вăл ентешĕсемпе пĕрле Беларусьри Гродно районĕнчи «Обухово» хуçалăхра пулнă. «Белоруссем наука ыйтнă пек ĕçлеççĕ, çĕр пулăхне ÿстерме укçа-тенкĕ хĕрхенмеççĕ. Çакă, паллах, ырă çимĕçсем парать», - мал опытпа паллаштарать агрофирма тилхепине тытса пыракан. - «Обухово» хуçалăх иртнĕ çул гектар пуçне 85 центнер тырă пухса илнĕ. Кунта ытларах кĕрхисене» акаççĕ.

Хресчен ирĕн-каçăн хура тар тăкнине хаклани кирлĕ. Ку çул агрофирмăра комбайнерсен шалăвне 10 процент ÿстернĕ. Тыр-пул пухса кĕртекенсене тÿлевсĕрех вĕри апат çитереççĕ, тырă-улăмпа тивĕçтереççĕ, преми параççĕ. Ял хуçалăх культурисене им-çамланă çĕрте тимлекенсене санаторисене ярасси йăларан тухман. Роберт Петров ĕç çыннисен тавракурăмĕ те аталантăр тесе тăрăшать, çавна май кашни çур çултах хаçатсем (вăл шутра - «Çĕнтерÿ çулĕ» те) çырăнса парать.

Пĕлтĕр тырă хакĕ йÿнĕ пулни çĕр ĕçченне тăкак кÿнĕ. «Чăваш Республикин патшалăх фончĕ» патшалăхăн унитарлă предприятийĕн ертÿçи Юрий Федоров семинара килнисене савăнтарма васкарĕ. Клейковина хисепĕ мĕн чухлине кура тĕш тыррăн сутлăх хакĕ самаях ÿсмелле иккен.

Кăçал районта тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 14 пин те 331 гектар çинчен çапса тĕшĕлемелле. Район пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ - райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Александр Борисов пысăкрах тухăç илес тесен кĕр тыррисен лаптăкне ÿстерме сĕнчĕ. Александр Николаевич рапс çитĕнтерессипе те тĕллевлĕ ĕçлеме ыйтрĕ. Çак культура çĕр пулăхне лайăхлатать. Рапс ÿснĕ вырăнта ял хуçалăх культурисем пысăк тухăç параççĕ. Ку тĕлĕшпе «Санары» агрофирма тĕслĕх кăтартать.

Семинара килнисем агрофирмăн тырă типĕтмелли тата тасатмалли комплексĕнче пулчĕç, анчахрах туяннă ПСМ-10М агрегатпа паллашрĕç. Унăн ĕç хăвăртлăхĕ пысăк: пĕр сехетре 10 тонна тырă сортлать. Автотараса паян тесен паян уй-хир ылтăнне йышăнма хатĕр.

Аваллăха хисеплемесĕр, мăн асаттесен йăли-йĕркисене асра тытмасăр пирĕн малашлăх уçă пуласси иккĕлентерет. Вăрнар поселокĕнчи Пысăк Асап тÿснĕ Çветтуй Георгий Чиркĕвĕн настоятелĕ Александр атте мĕн ĕлĕкрен йăх-несĕлĕмĕрсем ĕç пурнăçлас умĕн Аслă Турăран ирĕк, пулăшу ыйтнине каларĕ, вырмана тухас умĕн пачăшкă кĕлĕ вуларĕ, пур хуçалăха та тыр-пула йĕркеллĕ пухса кĕртме пиллерĕ. Инкек-синкек аякра тăтăр тесе агрофирмăри комбайнсене Турă шывĕпе сăвапларĕ.

«Уя тухсан мĕн сас лайăх; Трактор-комбайн сасси лайăх», - тесе юрлаççĕ хресчен чунĕллĕ çынсем. Семинара хутшăннисене «Санары» агрофирмăн уй-хирĕ моторсен шавĕпе тулнине курма тÿр килчĕ. Комбайн штурвалне тытса пĕрремĕш каçалăка нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекен Григорий Иванов тухрĕ. Хăнасем агрофирмăра çĕр мĕнле хатĕрленипе те паллашма пултарчĕç. Райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп инженерĕ Вячеслав Никифоров çĕнĕ технологисемпе усă курни çунтармалли-сĕрмелли материалсене перекетленине, ĕç тухăçлăхне ÿстернине палăртрĕ.

Семинар-канашлу малалла «Победа» кооперативра тăсăлчĕ. Кунти машинăпа трактор паркĕнче тирпейлĕ. Комбайнсем - икĕ «Енисей» тата «СК 5-Нива» - патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Уй-хир карапĕсем çирĕп алăсенче. Александр Быков, Вениамин Давыдов, Олег Федоров хăйсем умĕнчи тĕллеве пурнăçлассипе хытах тăрăшма шантарчĕç. Комбайнерсен тĕш тырăсене 485 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Тивĕçлĕ шалу ĕçлеме хавхалантарать. Алевтина Семенова ертÿçĕ каланă тăрăх, пĕлтĕр вырма вăхăтĕнче комбайнерсем 35-шер пин тенкĕ ĕçлесе илме пултарнă. «Санары» агрофирмăри пекех кунта тăрăшакансене яваплă тапхăр вĕçленсен санаторисене канма яраççĕ.

Семинарта Чăваш Республикин, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ агрономĕ Александр Ильин та сăмах илчĕ. Вăл нумай çул «Победа» хуçалăх ертÿçи пулнă. Хальхи вăхăтра кооператив тилхепине çирĕп тытнăшăн Алевтина Петровнана тав сăмахĕ каларĕ, хирпуçсене тата ытти хуçалăх ĕçченĕсене те тыр-пула тăкаксăр пухса кĕртме сунчĕ.

Асăрханулăхпа сыхлăх пирки манма юрамасть. Шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн дознани уйрăмĕн пуçлăхĕ Андрей Сорокин çĕрле хуралçăсем тăратмалли, сывă пурнăç йĕркине уямалли çинчен асилтерчĕ.

Кашни хăйĕн тивĕçне кăмăлпа пурнăçласан инкек-синкек пулмĕ. Район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин ĕç хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕппĕн пăхăнма ыйтрĕ. «Вырмана кĕске вăхăтра тата тухăçлă ирттересси йăлтах хамăртан килет. Акă «Санары» агрофирмăпа «Победа» кооператив район аграрийĕсене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ: кунта яваплăха туйса тăрăшаççĕ, çавăнпа пысăк тухăç илеççĕ», - терĕ Анатолий Иванович. Район пуçлăхĕ кашни хуçалăхра кĕрхи пÿлмесем тыр-пулпа тулли пулччăр тесе ырă сунчĕ.

Ĕçпе юрă юнашар. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Михайлов ертсе пынипе Вăрнарти культура çуртĕнчи артистсем семинара килнисене концерт кăтартса савăнтарчĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
25 июля 2009
00:00
Поделиться
;