Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тĕслĕх çăлтăр пекехчĕ

Пирвайхи тĕл пулу куç умĕнче. Хаçат редакцине вĕсем иккĕн пырса кĕчĕç. Кĕçех парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ, каярахпа чăваш халăх писателĕ пулмалли А.В.Емельянов ун чухне партин Ленинградри аслă шкулĕнче журналистика факультетĕнче вĕренет (1963).

- Сире Аркадий Гайдар премийĕн лауреачĕпе паллаштарам-ха, - терĕ Анатолий Викторович.

Алă тытрăмăр: «Николаев, Антип Николаевич...» Ăшă кулăпа хавасланнă йăрăс хул-çурăмлă çын çинче офицер шинелĕ тăн-тăн çăтă тăрать. Пакунĕсем тин çеç ылтăн тусанĕпе сăрланăн йăлтăраççĕ. Лауреат, Кăмпал чăвашĕ, ун чухне ытларах вырăсла çырать-мĕн. 1949 çултанпа - çар корреспонденчĕ, «Боевая вахта» хаçатшăн тата «Советский воин» журналшăн ĕçлет. Хĕрĕхе те çитмен офицер ĕнтĕ çирĕм çул Совет Çарĕн ретĕнче. Пехота училищине вĕренсе пĕтернĕ. Вăрçăра пулнă. Çар наградисем чылай.

- Пичете париччен çаксене тимлĕрех пăхса тух-ха, - терĕ çар журналисчĕ. «Пире хĕрхенсе ан тăр», - текелетчĕ Анатолий Викторович. Редакцине час-часах кĕретчĕ. Калавсем, практика очеркĕсем çыратчĕ. «Пирĕн урам анаталла» ятли хытă килĕшнĕччĕ. Антип Николаевичпа вĕсем тепре 1975-мĕшĕнче, вăл Мускавра А.М.Горький ячĕпе хисепленекен литинститутра вĕреннĕ чух кĕчĕç. Курăнатчĕ: иккĕшĕ ялан пĕр тăван пек туслă пулнă.

Пулăç пулăçа катаран паллать. Çавнашкалах, çыракан çын хăвăрт çывăхланать. Антип Николаевич хĕрĕх улттăра отставкăна тухрĕ. 1972-1988 çулсенче Чăваш Республикинчи журналистсен союзĕн ответлă секретарĕнче ĕçлерĕ. Çавăнтан вара ăна эпĕ пурнăçĕнчен уйрăличченех тăван пичче пек юратса хисепленĕ, Шупашкарта ун пÿлĕмне кĕрсе чунтан халапланă.

А.Н.Николаев хăйĕн çăл куç пек чĕрĕ пултарулăхне çар темине халалланă. Унăн очеркĕсем «Красная звезда» хаçатра, «Советский воин», «Советский моряк», «Гражданская авиация» журналсенче пичетленсе пынă. Аркадий Гайдар ячĕпе хисепленекен премие ăна «Подвиг героев бессмертен», «Юность тундры» кĕнекесемшĕн панă. Юлашки çулĕсенче тăван республикăшăн ĕмĕрлĕх палăк евĕр сумлă та сулмаклă ĕç турĕ: çар мухтавĕн Чăваш енĕнчи летопиçне йĕркелерĕ. Çак шутри документлă хайлавсемпе кĕнекисен ретĕнче: «Шавлăр, хурамасем!», «Вĕсем саккăрăн пулнă», «Ни шагу назад», «Фронтовичка», «Боевая слава Чувашии», «139-ая Рославльская Краснознаменная». Очерксен тăхăр кĕнекине «Память солдатского сердца» ятпа кăларчĕç.

Антип Николаевичпа Прохор Трофимов пĕр пулса Мухтав орденĕн виçĕ степенне те илме тивĕçлĕ пулнă вунтăхăр çыннăн кĕрешÿри паттăрлăхне сăнларĕç. Калас-тăк, çав орденсем - ылтăнран, кĕмĕлрен, пĕрремĕш степень паллипе СССР Аслă Канашĕн Президиумĕ наградăланă. Чысланисем - Совет Çарĕн салтакĕсем, сержанчĕсем, авиацире кăна - кĕçĕн лейтенантсем.

Антип Николаевич С.В.Элкер премийĕн лауреачĕсен ретĕнче - тăваттăмĕш çын (1975 ç.). 80-мĕш çулсен иккĕмĕш çурринче мана та çак преми ячĕпе ĕçлеме хавхалантаратчĕ. Премине пама йышăнсан, пăтăрмах сиксе тухнă. «Саншăн кулянса чирлесех кайрăм, - тенĕччĕ аслă юлташăм. - Пĕр этем сана урлă тухрĕ...». «Васильев тăхтатăр-ха, - тенĕ партноменклатура чиновникĕ. - Хăйне ытлашши чарусăрла тытать, пăхăнуллă пурăнма пĕлеймест...»

1989 çулта союзра пăхма очерксен çĕнĕ ярăмне хатĕрлесе тăратрăм. Хисеплĕ ятпа чи малтан Антип Николаевич саламларĕ: «Хуçăлмарăн... Ак ĕнтĕ, иккĕмĕш хут лауреат пултăн...»

Тĕлĕнмелле ырă çынччĕ Антип, республика культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1984). Вăрнарсен тĕслĕхлĕ çынни теме юрать. Вăл сăнарланă мĕнпур герой - пархатарлă тĕслĕх. Хăй те çавнашкал. Элкерле çăлтăр пек. Шупашкарта пытарма Нурăсран ăсатнă чух, апрелĕн 5-мĕшĕнче, халăх çав тери йышлă пухăнчĕ. Умĕн, 1983 çулта, Исак Федорович Кошкина çапла ăсатнăччĕ. 67 çул пурăнчĕ Антип Николаевич. Ĕнер унăн çуралнăранпа 85 çулĕ çитнине астуса асăнтăмăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
25 июля 2009
00:00
Поделиться
;