Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Техника - юсавлă, ĕç - тухăçлă

Уй-хир ĕçĕсене тухăçлă ирттересси, кĕрхи пÿлмесем тулли пуласси техникăран нумай килет. Ахальтен мар ăна «ял хуçалăх чĕри» теççĕ. «Уй-хир карапĕсене» вырмана мĕнле хатĕрленине тĕрĕслеме районта ятарлă комисси çирĕплетнĕ. Утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче вăл чи малтан аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхне çитнĕ.

Кунти машинăпа трактор паркĕнче тирпей-илем хуçаланать. Тăхăр уй-хир карапне пĕр рете лартнă. Комбайнерсем хăйсен техники патĕнчен уйрăлма пĕлмеççĕ. Ара уя тухиччен тормоз системи, çутă тата сасă сигналĕсем, руль управленийĕ тата ыттисем юсавлă пулмалла. Комисси членĕсем ултă комбайнерăн ĕçри яваплăхĕ пысăк пулнине çирĕплетрĕç. Кăçал вырмана пĕрремĕш хут тухакан çамрăка Сергей Авакумова ĕçтешĕсенчен тĕслĕх илме каларĕç.

Техника тĕрĕслевĕ вăхăтĕнче комисси пысăк çитменлĕхсем тупса палăртмарĕ. Техосмотр вĕçленсен патшалăх техника асăрхавĕн районти аслă инженер-инспекторĕ И.Тимофеев тата райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп инженерĕ В.Никифоров пушар хăрушсăрлăхĕн, ĕç сыхлавĕн йĕркисене çирĕп пăхăнмалли çинче чарăнса тăчĕç.

Çавăн пекех тĕрĕслев ушкăнĕ «Санары» агрофирмăра та пулчĕ. Хуçалăхра вырма ĕçĕсене кĕске вăхăтра та пахалăхлă ирттерес тесе тăрăшни куç умĕнче. Тăватă комбайн - икĕ «Agros», «Дон-1500» тата «СК-5 Нива» - уй-хире тухма хатĕр.

Калас пулать, «Мураты», «Янгорчино», «Победа» кооперативсенче тăрăшакансем те комбайнсене патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр ăнăçлă кăларнă. Шел пулин те «Гвардеец», «Родник», «Броневик», «Кольцовка», «Вурнарская» хуçалăхсенче яваплăх пирки маннă курăнать: уй-хир карапĕсем юсавлă мар. Кая юлсан каю шăтать тени асра тытасчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
25 июля 2009
00:00
Поделиться
;