Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Телейлĕ саманара пурăнса куртăмăр

Ачалăх йывăр вăхăта лекрĕ пулин те хама телейлĕ саманара пурăнса курнă тесе шутлатăп. Хаяр вăрçа пула тăваттăрах аттесĕр тăрса юлтăм, мăшăрăн та ашшĕ çапăçу хирĕнче пуçне хунă. Тăван çĕршыв пире хăйĕн хÿттинче шанчăклă упранине кашни кунах туйса-ĕненсе пурăннă. Ачаллах йывăр ĕçе хутшăнса тар кăларнишĕн пĕртте ÿпкелешместĕп. Сăмахран, шкулта вĕреннĕшĕн никама та пĕр пус тÿлемелле пулман.

Ĕçре те, вĕренÿре те никам умĕнче те тархасласа пуçа усма тивмен. Шкул пĕтернĕренпе 50 çул иртнĕ ĕнтĕ, анчах хамăрăн вĕрентекенĕмĕрсен сăнарĕсем паян та куç умĕнче. Вĕсем пурте пире хăйсен ачисем вырăнне хурса пĕлÿ панă. Кашни çамрăк салтака юрăхлă пулма ĕмĕтленнĕ. Ял-йышра салтак ачи çав тери пысăк хисепре пулнă. Çарта нимĕнле «дедовщина» та пулман-çке ун чухне, пурте пĕр çемьери пек пурăннă. Халĕ салтака каясран пăрăнса çÿрекенсем темĕн чухлех.

Алкоголизм, наркомани мĕнне пĕлмен эпир çамрăк чухне. Халĕ шкул ачисем те чĕлĕм пашлаттараççĕ, сăрана кĕленчерен ĕмеççĕ т.ыт.те.

Çакă та тĕлĕнтерет: сесси вăхăтĕнче преподавателе укçа хурса паманшăн студент стипендисĕр тăрса юлать. Вĕренсе пĕтерсен те ĕç вырăнĕ тупас çуккишĕн халех пуçа çĕмĕрме тивет.

Ипотека кредичĕпе хваттер илнĕ икĕ ача амăшĕ куççульпе йĕрнине куратăн та чун ыратать. Кредита парса татайманшăн вĕсен хваттере сутма хатĕрлеççĕ-мĕн. Акă еплерех вăл капитализм пурнăçĕ! Пуяннишĕн кăна ытарлă вăл. Чухăнăн кашни утасрах такăнма тивет. Пирĕн халĕ чирлесрен те хăраса пурăнмалла, хваттертен кăларса вăркăнтарасран та шикленмелле, суд приставĕ алăкран килсе шаккасран та сехĕрленмелле.

Çакăн пек пурнăçшăн-ши эпир ачалăха манса кайсах тÿссе ирттертĕмĕр çĕршывăн чи йывăр саманчĕсене; Темĕнле нушаллă вăхăт пулсан та тĕнче финанс кризисĕ мĕнне пĕлмен эпир. Раççейри кашни çынна сакăр тăваткал километр çĕр тивĕçет, апла пулин те пурăнма пĕлметпĕр. Çĕр айĕнчи пуянлăхĕпе те пире çитекен çук.

Чăнахах та телейлĕ вăхăтра пурăнса куртăмăр. Бензин, солярка çинчен шутласа пуçа çĕмĕрмен. Тыр-пулне те вăхăтра акса ÿстерсе пуçтарса кĕртнĕ. Электричество пĕр киловачĕшĕн... 4 пус тÿлеттĕмĕр. Ăçта-ши çав вăхăт;

Паллах, çитменлĕхсем-кăлтăксем те пулнă. Карьеристсем те темĕн чухлехчĕ. Апла пулин те паянхи пек пуç çĕклесе сăтăр тăвайман.

Халĕ çĕршывра пăшал тытакансем çултан çул йышланса пыни шалтах тĕлĕнтерет. Çынна кăнтăр кунĕнче алăк умĕнче персе вĕлереççĕ, анчах вĕлерекене тупаймаççĕ. Тĕрмесем тулли. Сăмахран, ÿсĕр водителе çынна таптаса вĕлернĕшĕн тĕрмене хупмаллах-ши; Вăл хăйĕн айăпĕпе вилнĕ çын çемйине ĕмĕр тăршшĕпе питĕ нумай укçа тÿлесе тăтăр. Çапла тусан водитель руль умне ÿсĕрле ларса тухнă пулĕчĕ-ши;

Коррупципе кĕрешме те питĕ ансат меслет пур. Коррупционерăн мĕнпур пурлăхне туртса илмелле те пĕр тумтир вĕççĕн кăна тĕнче тăрăх кăларса ямалла. Саккун умĕнче пурин те - министр-и вăл е рабочи - пĕр тан пулмалла. Саккуна хисеплеме çынна ачаран вĕрентмелле-хăнăхтармалла. Çавăн чухне нимĕнле ыйту та пулас çук.



"Çĕнтерÿ çуле"
25 июля 2009
00:00
Поделиться
;