Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрнарсем финала хутшăнĕç

Пушар сÿнтерессипе тата пулăшу парассипе çыхăннă спорта аталантарса анлă сарас, ку ĕçре тимлекенсен профессине пропагандăлас тĕллевлĕ ăмăртусене çулсеренех ирттересси  ырă йăлана кĕнĕ.  Вĕсенче пушар сÿнтерекенсем хăйсем хушшинче професси енĕпе чи маттуррисене палăртаççĕ.  Ку йывăр та кирлĕ службăра çынсен хÿтлĕхĕшĕн тăрăшакансем çапла майпа сывă пурнăç йĕркине тытса пыраççĕ, спортпа çывăх туслашаççĕ, çав вăхăтрах профессилле ăсталăха пĕрмаях туптаса пыраççĕ. Çакă пĕр вырăнта тăма памасть, пĕрмаях аталанма, вĕренсе пыма хистет. Вут-çулăма хире-хирĕç тăракан айван пулаймасть, вăл ÿт-пĕвĕпе те, чунĕпе те çирĕп, хăть мĕнле лару-тăрура та çынсене пулăшма хатĕр пулма тивĕç - шăпах çак пахалăхсене спорт аталантарать те. Çавăнпах пушар сÿнтерекенсем професси ăмăртăвĕсене хастар хутшăнаççĕ, пĕр-пĕринпе туслă çыхăну тытаççĕ пулин те кашниех малтисен йышне кĕме тăрăшать.

Июлĕн 22-мĕшĕнче, акă,  РФ МЧС-ĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕ йĕркелекен ăмăртăвăн финалне тухма тивĕçлисене палăртас тĕллевпе зонăсенчи тупăшусем иртрĕç. Вĕсенчен пĕри - пирĕн районта. Вăрнарсем Элĕкри 25-мĕш, Муркашри 37-мĕш, Пăрачкаври 38-мĕш, Етĕрнери 43-мĕш пушар чаçĕсен командисене йышăнчĕç, пуриншĕн тан ăмăртура вăй виçме йыхравларĕç. Кашни ушкăнта çичшер çын  - ултă спортсмен тата пĕр тренер-ертÿçĕ.

Программа кăткăс пулнă май, çăмăл килмерĕ никама та. Анчах çанталăк уçăрах тăни, çумăр пĕрĕхтерни те кăмăла пăсаймарĕ, çĕнтерÿ патне ăнтăлас туйăма чакараймарĕ. Тĕрлĕ йывăрлăхсем витĕр тухма тиврĕ вĕсен - заданисем пурте  професси ăсталăхне кăтартассипе çыхăннă. Чи малтанах пĕрин хыççăн тепри чăрмавсемлĕ 100 метрлă дистанцие парăнтарчĕç. Палăртма кăмăллă: чи лайăх вăхăт кăтартса Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕн маттурĕ Алексей Иванов финиша пĕрремĕш тухрĕ. Штурм пусмипе тăваттăмĕш хута хăпарассипе вара вăлах иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Туртăнса тухакан пусмапа виççĕмĕш хута хăпарса кантăкран кĕрессипе те вăрнарсене никам та çитеймерĕ, Алексей Ивановпа Георгий Иванов калех пĕрремĕшсем пулчĕç.

Шыв илсе условнăй пушара сÿнтерес енĕпе ăмăртусем уйрăмах кăткăслăхпа уйрăлса тăчĕç. Апла пулин те кунсеренех чăн-чăн вут-çулăмпа «тĕл пулаççĕ» те нимĕн те хăратмасть пушар сÿнтерекенсене. Кашниех  хăйĕн ĕçне питĕ аван пĕлнине кăтартрĕç.

Пур тупăшу витĕр тухнă хыççăн судьясен ушкăнĕ кăтартусене пĕтĕмлетрĕ - командăсем хушшинче Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕн ĕçченĕсем мала тухни палăрчĕ, вĕсем дипломсене тивĕçрĕç. Вăрнарсем ытти зонăри ăмăртусен çĕнтерÿçисемпе пĕрле августăн 6-мĕшĕнче финалта тупăшĕç. Вĕсене ăнăçу кăна сунатпăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
25 июля 2009
00:00
Поделиться
;