Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çула тухрăн - асăрханулăх çинчен ан ман

шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн ГИБДД  

уйрăмĕн пропаганда енĕпе тимлекен

нспекторĕ   милици кĕçĕн лейтенанчĕ

 

Республикăра та, районта та çулсем çинче юлашки вăхăтра хăрушă инкексем чылай пулни питĕ пăшăрхантарать. Апла пулсан хăрушсăрлăха çирĕплетессине кашнни çыннăн хăйĕн çине илмелле мар-ши; Ку ыйтăва патшалăх автоинспекцийĕн служби кăна татса параймастех.

Автотранспорт шучĕ те ÿссе пырать. Çакă та çулсем çинчи лару-тăрăва йывăрлатать. Кăçалхи июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне, акă, районĕпе пурĕ 7369 транспорт хатĕрĕ учетра тăрать, çав шутран 4718-шĕ - уйрăм çынсен. Кăсăклă цифра: çулсеренех уйрăм çынсем 200-300 машина туянаççĕ. Çакăнпа пĕрлех водительсем те самаях çамрăкланчĕç, апла пулин те чылайăшĕ пысăк хăвăртлăхпа вĕçтерсе çÿреççĕ, пĕри те тепри çул-йĕр правилисене пăхăнасси пĕлтерĕшлĕ тесе шутламасть. Çуран çÿрекенсем те асăрханулăх çинчен манаççĕ е юриех правилăсене уямаççĕ. 

Кăçалхи çур çулта районти çулсем çинче 9 инкек çырăнчĕ, çакă унчченхи çулхинчен пĕр тĕслĕх нумайрах. Вĕсенче виçĕ çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 2008 çулхи  6 уйăхра икĕ хут ытларах - 6-ăн - вилнĕччĕ. Аманса сусăрланнисен шучĕ вара пĕр пекех - 7-шер. Çулсем çинче инкек-синкеке ачасем лекнĕ тĕслĕхсем пĕлтĕрхинчен пĕрре нумайрах - пĕтĕмпе иккĕ. Телее, вĕсенчен нихăшĕ  те вилмен, анчах иккĕшĕ суранланнă.

Каласа хăвармалла, çур çулта пулса иртнĕ аварисенче водительсем те, çуран çÿрекенсем те пĕр пекех айăплă. Вĕсенчен ытларахăшĕ - çуран çÿрекенсене таптанипе (5) çыхăннă. Тĕслĕхсене тишкерес-тĕк, çакă паллă: инкексен пысăк пайĕ «Шупашкар-Сурское»(2), «Калинино-Патăрьел»(3) республика пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче пулса иртнĕ. «Санарпуç-Уравăш», «Вăрнар-Пăртас», «Кĕçĕн Кипек-Çавалкас» тата поселокри автоçулсем çинче пĕршер çырăннă. Вăхăтне кура пайлас-тăк, вĕсем каç еннелле тата шăматкун ытларах пулнине палăртса хăвармалла. Çавна май районти çулсене тĕплĕн тĕрĕслесе тăма тăрăшаççĕ ГИБДД сотрудникĕсем, водительсемпе тата çуран çÿрекенсемпе хастар ĕçлеççĕ. Анчах кашни хăй хăрушсăрлăха тивĕçтермеллине ăнланмасан çул çинчи йĕркелĕх çинчен калаçма çук. Кашни дисциплинăсăр водитель, çын çумне хуралçă тăратаймастăн вĕт.

ГИБДД сотрудникĕсем кăçалхи 6 уйăхра 42 çула тĕрĕсленĕ. Тĕрĕслевсем хыççăн палăрнă çитменлĕхсене  пĕтерме хушса 28 предписани тăратнă, çул-йĕр службисен должноçри тăватă çыннине административлă явап тыттарнă. Çавăн пекех чукун çул переезчĕсене тĕрĕслесе те 3 предписани çырнă.

Автотранспорт предприятийĕсен автомашинисем аварие лекессине асăрхаттарас тĕллевпе ГИБДД ĕçченĕсем 15 тĕрĕслев ирттернĕ, йĕркене пăснă тĕслĕхсене пĕтерме хушса 22 предписани çырнă. Тата районти 13 шкулта вĕренекенсене ятарлă автобуссемпе турттараççĕ. Прокуратура тата райадминистраци представителĕсемпе пĕрле уйăхсерен шкул автобусĕсене лини çинче тĕрĕслессипе рейдсем йĕркелетпĕр.

Паллах, ытти службăсемпе пĕрле ирттерекен профилактика ĕçĕ çул-йĕр правилисене сĕмсĕррĕн пăсакансене тупса палăртассипе, инкексене асăрхаттарассипе тÿреммĕн çыхăннă. Ачасемпе ĕçлессине уйрăмах тимлĕх уйăратпăр. Вĕренекенсемпе, акă, шкулсенче 29 хутчен тĕл пулнă, тĕрлĕ тăмăсемпе калаçнă. Предприятисенче ирттернĕ калаçусеем те водительсен дисциплинине ÿстерессе, çул çинчи лару-тăрăва лайăхлатасса шанас килет.

 

 



"Çĕнтерÿ çуле"
01 августа 2009
00:00
Поделиться
;