Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кашни лаптăк шутра пултăр

Пирĕн корреспондент Раççейри куçман пурлăхăн Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçипе В.Г.Егровпа тĕл пулса калаçнă, унтан çĕрпе çыхăннă ыйтусем çине хуравлама ыйтнă.

- Валерий Григорьевич, июнĕн 30-мĕшĕнче республика пурлăхне тытса тăрассин эффективлăхне контрольлекен Правительство комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ, кун йĕркинчи виçĕ ыйтуран иккĕшĕ сирĕн ведомство ĕçĕпе çыхăннă. Тĕплĕнрех каласа парăр-ха, тархасшăн.

- Çапла, ларура сÿтсе явнă ыйтусем паянхи куншăн питĕ çивĕч. Чи малтан, сад тата дача пĕрлешĕвĕсен  çĕрĕсене патшалăх кадастрĕн хакне парассине вĕçлемелле. Шел пулин те, юлашки çулсенче сад участокĕсен çĕрĕсем хисепсĕре тухма пуçларĕç. Çакăн сăлтавĕсем тĕрлĕрен: çул укçи хакланни, дачăсем валли 3-4 сотка çеç уйăрса панипе тăкаксене тупăш тавăрайманни. Çавăнпа та садсемпе дачăсен çĕрĕсен пысăк пайĕ паян пушă выртать. Сăмахран, Улатăр, Çĕмĕрле, Канаш хуласенче пушă выртакан çĕрсен хисепĕ 60-75 процентпа танлашать.

Çапах та шанăç пур: финанс кризисне пула малашне çĕре хисеплесси те ÿсĕ. Çывăх çулсенче садсен рынокĕнче ырă улшăнусем пулмаллах.

- Садсемпе дачăсен участокĕсен рынокĕн ыйтăвне хускатнă май, çакна та каламалла: çĕршыв ертÿçисем «дача амнистийĕн» срокне тăсасси пирки те пĕлтерчĕç. Калăр-ха, çакă граждансене мĕн парĕ;

- «Дача амнистийĕ» 2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче вĕçленмеллеччĕ. Анчах та паянхи кун çак майсемпе пурте усă курман-ха: хăшĕ-пĕри - васкаман, ăçта-тăр кадастр органĕсем документсене питĕ ерипен хатĕрлеççĕ тата ытти те. Çакна шута илсе ĕнтĕ Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думи хăйĕн июлĕн 1-мĕшĕнче  пулса иртнĕ ларăвĕнче «дача амнистийĕ» çинчен калакан саккуна тÿрлетÿсем кĕртрĕ, унăн срокне 2015 çулхи мартăн 1-мĕшĕччен тăсмалла тесе йышăнчĕ. Калас пулать, «дача амнистийĕн» чылай положенийĕ нумай вăхăтлăха ĕçлет, уйрăм çуртсене çăмăллатнă йĕркепе регистрациленĕ чухне çеç çирĕп срок пулнă.

- Правительство комиссийĕн çÿлерех асăннă ларăвĕнче «Регистраци - Кадастр» «пĕр чÿрече» системипе документсем йышăнас ыйтăва та пăхса тухнă. Çак система паян вăйра тăраканнинчен мĕнпе уйрăлса тăрать-ши;

- Раççей Федерацийĕн Правительсвин кăçалхи июнĕн 11-мĕшĕнчи ларăвĕнче куçман пурлăха регистрацилемелли тата патшалăх кадастрĕн учечĕн сферинче пĕрлĕхлĕ федераллă система туса хурасси çинчен калакан Концепцие ырласа йышăннă.

Пĕлтĕрхи декабрьтенпе эпир структурăри пысăк улшăнусен тапхăрĕнче пурăнатпăр. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2008 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнчи 1847-мĕш номерлĕ Указĕпе геодезипе картографи Федераллă агентствипе куçман пурлăх объекчĕсен кадастрĕн Федераллă агентствине пĕтернĕ, Федераллă регистраци службине патшалăх регистрацийĕн, кадастр тата картографи Федераллă служби ят панă.

Çав вăхăтрах çĕнĕрен йĕркеленнĕ службăна маларах пĕлтернĕ службăсен функцийĕсене пурнăçлама хушнă. Структурăри çак улшăнусем патшалăх регистрацийĕн прависен процесне хăвăртлатма май парĕç. Уйрăмах çĕр участокĕсем валли документсем хатĕрленĕ чух ĕç çăмăлланать. Куçман пурлăхăн кадастр учечĕпе правăсене регистрациленĕ чух граждансен тĕрлĕ кабинетсем тăрăх çÿремелле пулмасть.

Шупашкарта «пĕр чÿрече» системăпа докуменстсем йышăнма икĕ уйăх каяллах пуçланă, çывăх вăхăтра çакна районсенче те çак ĕçе йĕркелесе яратпăр.

- Кăçалхи майăн 1-мĕшĕнче «Юридици сăпатĕнчи çынсен прависене хÿтĕлемелли çинчен» Федераллă саккун вăя кĕчĕ. Çак саккун çĕр контролĕн сферине мĕнле улшăнусем кĕртрĕ;

- 2009 çулхи майăн 1-мĕшĕнче 2008 çулхи декабрĕн 26-мĕшĕнче йышăннă 294-ФЗ номерлĕ «Патшалăх контролĕпе (надзорĕпе) муниципаллă контроль ĕçĕсене  пурнăçланă чух юридици сăпатрисемпе уйрăм предпринимательсен прависене хÿтĕлесси çинчен» Федераллă саккун вăя кĕчĕ.

Саккунпа килĕшÿллĕн, планпа пăхнă тĕрĕслÿсене виçĕ çулта пĕр хутран ытла ирттермелле мар, планпа пăхман тĕрĕслÿсене прокуратура органĕсемпе килĕшсе татăлсан çеç ирттерме юрать.

Кунта çакна та аса илтермелле: РФ Çĕр кодексĕн 73 статйипе килĕшÿллĕн çĕрпе усă куракансен çĕр участокĕсене хăйсен контрольлесе тăмалла. Куçман пурлăх объекчĕсен кадастрĕн агентствипе унăн территорири органĕсем çырупа ыйтсан, çĕрпе усă кураканăн çийĕнчех кирлĕ сведенисем кăтартмалла.

- Çĕр контролĕ çинчен сăмах пуçланă пулсан, муниципаллă çĕр инспекторĕсем çинчен те каласа хăвараймăр-ши;

- Муниципаллă çĕр инспекторĕсем хальлĕхе Шупашкарта çеç тулли хăватпа ĕçлеççĕ, ытти муниципаллă йĕркелÿсен çак ĕçе тĕпрен лайăхлатмалла, уйрăм районсенче вара муниципаллă çĕр инспекторĕсен ĕçне çĕнĕрен йĕркелесе ямалла.

- Республика территорийĕнче çĕр рынокĕ (сад çĕрĕсен рынокне шута илмесен) хăвăрт аталанса пырать. Çакă сирĕн ĕçĕре кăткăслантармасть-и;

- Юлашки вăхăтра граджансемпе юридици сăпатĕнчи çын суд тавлашăвĕсене кĕнĕ тĕслĕхсем нумай ÿсрĕç. Управлени суда виççĕмĕш сăпат е эксперт пулса хутшăнать. Çĕр участокĕсен чиккисене çĕнĕрен палăртнă май, патшалăх экспертизи тăвассин ыйтăвĕсемпе те пирĕн пата йышлăн пыраççĕ. Енчен 2007 çулта 12 çын, 2008 çулта - 46 çын пынă пулсан, кăçалхи 5 уйăхра вара 50 ытла çын пычĕ.

Çакна каласа хăвармалла: халĕ çĕр участокĕсене кадастр учетне илнĕ чух межевой плансене çеç йышăнатпăр.

Июнĕн 23-мĕшĕнче управлени республика территорийĕнче кадастр ĕçĕсем  тăвакан çынсемпе семинар-канашлу ирттерчĕ, унта çивĕч ыйтусене пăхса тухрăмăр.

- Вĕсем, урăхла каласан, межевой организацисем шутланаççĕ. Межевани тумасăр май килмест-и;

- Май пур, анчах та çак норма «Куçман пурлăха тата унпа суту-илÿ тумалли правăна патшалăх регистрацийĕ тумалли çинчен» Федераллă саккунăн 25.2 статйин 1 параграфĕнче кăтартнă çĕр участокĕсене çеç пырса тивет.

Çак çĕр участокĕсене илмелли правăна çĕнĕрен йĕркелеме межевани тумалла мар. Анчах та правăна регистраци тунă чух çĕр лаптăкĕ унччен панă документсенчен пысăкрах е пĕчĕкрех пулсан каллех тавлашу патне илсе çитерме пултарать.

- Юлашки вăхăтра эпир республикăра куçман пурлăх объекчĕсен пĕрлĕхлĕ кадастрне туса хурасси çинчен каланине тăтăш илтетпĕр. Ун пирки тĕплĕнрех ăнлантарса параймăр-ши;

- Паян граждансем çĕр участокĕсен правине илес тесе çĕр кадастрĕн палатине пыраççĕ. Унта çĕр участокне шута илеççĕ тата кадастр планĕ йĕркелеççĕ, çакă çĕр правине патшалăх регистрацийĕ тумалли тĕп документ шутланать. Куçман пурлăх объекчĕсем валли техника паспорчĕсем  илме граждансен БТИне пыраççĕ. Палах, ку питĕ чăрмавлă, вăхăта нумай илет. Çакăн пек йывăрлăхсем ан пулччăр тесе, куçман пурлăх объекчĕсене - çĕр участокĕсене, вĕсем çинче вырнаçнă строительство объекчĕсене - шута илмелли пĕр система пулать.

Пĕрлĕхлĕ система туса хурсан, гражданин куçман пурлăх объекчĕсем валли кирлĕ документсене питĕ хăвăрт хатĕрлеме пултарать.

Ял хуçалăхĕнче усă куракан çĕр ене кадастр учетне тăратас ĕçе хăвăртлатасси те - паянхи çивĕч ыйту. Шел пулин те, чылай районта çĕр участокĕсем пирки хăйсен прависене регистрацилессине тивĕçлипе йĕркелемен. Саккун - пуриншĕн те пĕрре, çĕрпе çыхăннă саккунсене пурин те пĕр пăркаланмасăр пурнăçламалла. 



"Çĕнтерÿ çуле"
01 августа 2009
00:00
Поделиться
;