Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пурпĕр малалла талпăнаççĕ

Вăрнар поселокĕн пурнăçĕ ĕлĕкренпех чукун çулпа тачă çыхăннă. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене каякан пассажирсене, пиншер тонна груз турттаракан поездсем пирĕн станци витĕр тухаççĕ. Апла пулсан чукун çул вăрнарсене ытти республика-облаçсемпе, ытти халăхсемпе çыхăнтарать тесен те йăнăш мар. Тепĕр тесен, чукун çул транспорчĕпе çÿреме меллĕ, кирлĕ çĕре канлĕн, вăхăтра çитетĕн. Анчах эпир, пассажирсем, çул çинче хамăра лăпкă туясси, пĕр чăрмавсăр çÿресси ахаль пулмасть - çакна чукун çул ĕçченĕсем кунĕн-çĕрĕн ырми-канми тăрăшса тивĕçтереççĕ.

Ĕçĕ вĕсен çăмăл мар, çынсен пурнăçĕ пирки сăмах пырать те уйрăмах яваплă пулмалла. Наяннисем, сăмахпа кăна маттуррисем кунта тытăнса тăраймаççĕ. Ĕç укçийĕ те илĕртмеллех пысăк маррине шута илсен, чунпа парăннисем вăй хураççĕ темелле. Вăрнар станцийĕ витĕр кăна, акă, талăкра 50 мăшăр поезд Мускав еннелле унталла-кунталла иртет. Вĕсем хушшинче 12-шĕ пассажирсене турттараканнисем. Дежурнăйсен тимлĕхĕнчен нумай килет: кашни поездрах чармаллине-ирттерсе ямаллине тĕрĕс йĕркелемелле. Чукун çулпа çÿрекенсем  пĕлеççĕ ĕнтĕ, Вăрнар станцинче Шупашкар, Йошкар-Ола поездчĕсем чарăнаççĕ. «Чулхула-Хусан» маршрутпа çÿрекен пысăк хăвăртлăхлă электричкăсем те меллĕ. Анчах хăш-пĕр поездсем кунта чарманни район çыннисене питĕ пăшăрхантарать. Вăрнар станцийĕн пуçлăхĕ Вячеслав Семенов пĕлтернĕ тăрăх, ырă улшăнусем пур. Акă, район администрацийĕнчен Раççей чукун çул ертÿçисем ячĕпе официаллă çырупа тухнăран кăçал Вăрнар станцийĕнче «Хусан-Санкт-Петербург»  поезд чарăнать. Çакнашкал майпах, тен, Çĕпĕр еннелле каяканнисене те тăратма май пулĕ;

Çулла - чукун çул отраслĕнче вăй хуракансемшĕн чи хĕрÿ тапхăр (уяв кунĕсене шутламасан). Пĕрисем отпускра аякри тус-тăванĕсене çитсе курасшăн, теприсем ют хуласене çул çÿреве тухасшăн - шанчăклине, хакне кура чылайăшĕ чукун çул транспортне суйлать. Хăш-пĕр еннелл5 билетсем çукки те çак лару-тăрупа çыхăннă. Халĕ август тĕлне, акă, Çĕпĕр еннелле каяс текенсене билетсемпе тивĕçтереймеççĕ. Тĕрĕссипе, хакĕсем тĕлĕшпе уйрăмлăх пуртан, билетсем чи малтан плацкартлă вырăнсене сутăнаççĕ, купене вырнаçма ялан тенĕ пекех май пур. Юлашки куна хăвармасăр билетсене чылай маларах туянса хума сĕнет Вăрнар станцийĕн пуçлăхĕ - капла палăртнă çĕре шанчăклă çитетĕр.

Штатсене кĕскетнĕ май вокзалта пĕр кассир кăна хăварни те (пассажирсене билетсемпе И.Захаркина тивĕçтерет) ĕçре хăш-пĕр йывăрлăхсем кăларать. Пĕр çын, паллах, талăкĕпех ĕçлеймест. Кĕçнерникун - кану кунĕ, касса хупă. Çак çивĕч ыйтăва татса пама çÿлти пуçлăхсем патне çырупа тухасшăн.

Тĕнчери финанс кризисĕ тĕрлĕ сферăри предприяти-организацие çапса хуçрĕ те, чукун çул отраслĕнче тимлекенсене те пуçран ачашламасть. Грузсем йышăнса ăсатас тĕлĕшпе тупăш сахаланни çулталăк вĕçĕнче лайăх сисĕнме тытăннă. Сăмахран, çак вăхăталла пĕлтĕр уйăхра 170-200 вакун пушатнă пулсан, кăçал хăш-пĕр чухне 10 кăна. Мĕнрен килет-ха груз калăпăшĕ чакни; Сăлтавĕ ансат: предприятисем продукци сахалрах туса кăлараççĕ, производство аталанаймасть, çавна май чукун çул пулăшăвĕпе усă курасси те чакать. Акă, укçа-тенкĕ çителĕксĕррипе çул-йĕр тăвакансем халĕ унчченхи шайри пек асфальт сараймаççĕ, апла пулсан вак чул сахалрах килет. Цифрăсене кăна танлаштарăр, лару-тăру уçăмлă курăнать: пĕлтĕр июль-августчен 150 вакун вак чул йышăннă-тăк, кăçал - 30-40 кăна. Тата иртнĕ çул кунсерен пĕрер вакун груз тиесе ăсатнă пулсан, кăçал вăтамран 0,7 анчах. Тĕпрен илсен, «Август» фирма продукцине вакунсемпе ăсатать. Кĕркунне çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене çĕрулми ăсатма пуçлани лару-тăрăва тÿретессе шанать Вячеслав Яковлевич.

Тепĕр тесен, чукун çул ĕçченĕсене пăшăрхантараканни тем чухлех. Акă, Вăрнарти вокзала юсаса илемлетрĕç, территорие хăтлăх кĕртрĕç. Ку вырăн поселокра чи хитрисенчен пĕри пулса тăчĕ, район хăнисене те кăтартса çÿреме кăмăллă. Çамрăксем те, аслăраххисем те уçăлса çÿреме, канма иленчĕç кунта. Анчах калама та намăс - мĕн юлмасть пулĕ вĕсем хыççăн, территорие тасатакансене кашни ир тенĕ пекех пĕр ÿкерчĕк кĕтсе илет - хĕвелçаврăнăш хуппи, эрех-сăра кĕленчисем, пластик стакансем, çĕмрĕк саксем... Йĕрке хуралçисем те хулиган-вандалсене асăрхаса çитереймеççĕ ахăртнех. «Пĕр çамрăк хам умрах хĕвелçаврăнăш кăшласа çÿпĕлесе тăрать. Вокзал тавралли тирпей-илеме пăснăшăн ăна асăрхаттартăм, ятларăм. Вăтанчĕ тетĕр-и; Уборщиксем пуçтарччăр, вĕсене ĕç укçи мĕншĕн тÿлетĕр, тесе хучĕ кăна», - тарăхăвне пытараймасть станци пуçлăхĕ. Чăнах та, пĕтĕмпех çамрăксен воспитанийĕнчен, çынсен кăмăл-сипет, культура шайĕнчен килет. Миллионшар тенкĕ тăкакласа пире çакăн пек капăр вокзал парнелерĕç те, ăна тÿрех çĕмĕрме-аркатма пуçларăмăр. Намăс мар-ши; Е тата территорие тасатакансен, пăхса тăракансен ĕçне (ĕç укçи пĕчĕк пулин те вĕсем хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ) хаклама йывăр-ши;

Ĕçре чăрмавсем тупăнсах тăраççĕ пулин те, Вăрнар станцийĕн коллективĕ йывăрлăхсене парăнмасть. Коллектив туслă, кашниех хăйне шаннă тивĕçе пĕлсе пурнăçлать. В.Семенов пуçлăх хастар тăрăшакансене ятран мухтарĕ. Нина Ивановна Сергеева, акă, хурçă магистраль тытăмĕнче тахçантанпах тимлет, таварсене йышăнса ăсатассине йĕркелесси пĕтĕмпех унăн черченкĕ хулпуççийĕсем çине тиеннĕ. Станци дежурнăйĕсем Вероника Игнатьева, Галина Токарева, Валентина Никифорова та ырă сăмахсем кăна илтме тивĕçлĕ. Светофорсене пăхса-асăрхаса тăракан Владислав Львов, Александр Антонов связист, Зоя Ефремова аслă электромеханик чукун çула пăхса-асăрхаса тăракан участок пуçлăхĕ Виктор Николаев, Борис Кочанов мастер, контактниксен ушкăнĕн пуçлăхĕ Андрей Лотов тата ыттисем те ĕçре пуян опыт пухнă, пурте тÿрĕ кăмăлпа вăй хураççĕ. Виктор Гавриловпа Юрий Алексеев тăрăшнипех вокзал таврашĕнче тирпей-илем хуçаланать.

Вăрнар станцийĕн пуçлăхĕ Вячеслав Яковлевич Семенов та хăй те пултаруллă ертÿçĕ, чукун çул отраслĕнче - 34-мĕш çул. Чукун çул рабочийĕ, кĕпер сăрлакан маляр, дефектоскоптист, станци дежурнăйĕ, Пĕнер, кайран Вăрнар станцийĕн пуçлăхĕ - ĕçе тĕплĕн пĕлет вăл, çавăнпах хăйне пăхăнакансенчен те çирĕп ыйтать. «34 çул хушшинче пирĕн ĕçре улшăну чылай пулчĕ. Техника та çĕнелсе пырать, электровозсем те - пысăк хăвăртлăхлисем, 100 ытла вакун кăкарнисем (ĕлĕк 40 енне кăначчĕ). Пĕтĕмпех компьютер сечĕпе çыхăнтарнă. Пирĕн те пĕрмаях вĕренсе пыма тивет», - пĕлтерчĕ В.Семенов, станци коллективĕн ĕçĕ-хĕлĕпе палаштарнă май.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, августăн пĕрремĕш вырсарникунĕнче Чукун çул ĕçченĕн кунне паллă тăваççĕ. Профессиллĕ уявпа мĕнпур ĕçченсене, ветерансене саламласа ырлăх-сывлăх, çăмăл мар ĕçре чăтăмлăх, телей сунатпăр.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
01 августа 2009
00:00
Поделиться
;