Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ачан чунне хуçар мар

Чăваш чĕлхи учителĕпе Надежда Адамовна Яковлевапа Вăрнарти 1-мĕш шкулта паллашрăм. Вĕрентекенĕн пурнăçри вырăнĕ, çитĕнекен ăрăва воспитани парасси,  вĕрентÿ тытăмĕ пирки калаçу пуçартăмăр. Шкул директорĕ Владимир Малов хăйĕн ĕçтешĕ пуçаруллă, хăй ĕçне юратни пирки каларĕ:

- Вăл тăрăшнине тата ун ĕçченлĕхне пула шкул территорийĕ чечек ăшне путрĕ. Вăл илеме юратать, ăна йĕркелеме пултарать. Шкула кăна мар, поселока та хăтлăх кĕртессине сумлă тÿпе хывать. Шкула килекен хăнасене вăл яланах чăваш наци тумĕпе, çăкăр-тăварпа кĕтсе илет. Çитменнине, çавра çăкăра вăл хăех пĕçерет. Уявсен сценарисене чăвашла хатĕрлет.

Надежда Адамовна ача чухне тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ. Унăн асламăшĕ Турăран сиплевçĕ пулнă, чирлĕ çынсене массаж туса сывалма пулăшнă. Ашшĕн те çакнашкал пултарулăх палăрнă. Пиччĕшĕн те. Çакă витĕм кÿнĕ те Надежда Адамовнан ачари ĕмĕчĕ çине. Асламăшĕпе ашшĕнчен вăл асамлăх вăйне вĕреннĕ, пĕлÿпе пурнăçра усă  курма тытăннă.

Анчах та типографире корректорта тимлекен тетĕшĕ хĕрачана учитель профессинчен, уйрăмах чăваш чĕлхине вĕрентекенрен, лайăхраххи çук тесе, «тăнлантарма» пултарнă. Ун сăмахĕсене итлесе Надежда Адамовна И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне заявлени кайса панă. Халĕ вара 27 çул ĕнтĕ вăл ачасенче ăслăлăх, ырăлăх, ĕмĕрлĕх вăрлăхĕсене акать. Кашни вĕренекен - уйрăм Çын, тесе çирĕплетет.

Ачасем ăна куçранах Надежда Мадамовна тесе чĕнеççĕ. Йăрăс пÿллĕ пулнишĕн, хитре тăхăнма пĕлнишĕн, ырă кăмăлĕшĕн. Вĕрентекен ачасене çав тери юратать, лешсем те ăна çак туйăмпах тавăраççĕ.

Пур çĕрте те йĕркелĕх юратать. Пуçарнă ĕçе яланах вĕçне çитерет. Унăн ĕç кабинечĕ - районта чи лайăххисен йышĕнче. Ăна хăтлăх кĕртме вĕренекенсем те, ашшĕ-амăшĕсем те чылай пулăшнă.

- Тăван ен культури çамрăксене воспитани парас ĕçре пысăк вырăн йышăнать. Çак туйăма вĕсенче пĕчĕклех хывмалла, юрату, ырăлăх вăрлăхĕсем сапмалла, - кăмăллăн пĕлтерет пултаруллă вĕрентекен. - Хамăн уроксенче кĕçĕннисене эпĕ малтанах амăшне хисеплеме вĕрентетĕп. Вĕсем хăйсен çывăх çыннисене ырă ир, ырă каç суннипе сунманнипе, ашшĕ-амăшĕн кăмăл-туйăмне ыйтса пĕлнипе пĕлменнипе кăсăкланатăп. Çаксем пĕтĕмпех - воспитани мелĕсем. Хам ачасене те эпĕ çак мелсемпех вĕрентсе ÿстернĕ. Воспитани ĕçĕнче чи кирли - çитĕнекен ăрупа пĕр чĕлхе тупма пĕлни, ачан чунне хуçма юраманни...



"Çĕнтерÿ çуле"
05 августа 2009
00:00
Поделиться
;