Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Йĕркене пăсакансене явап тыттарнă

Çул çине тухакансен дисциплини - кăткăс ыйту. Водительсен те, ахаль çынсен те çул çинчи культура шайĕ пысăк тесе калаймăн. Нумайăшĕ йĕркене пăхăнмаççĕ кăна мар, вĕсене пĕлмеççĕ, вĕренме те шутламаççĕ. Правилăсене уяса çÿренĕ пулсан вуншар-çĕршер инкеке асăрхаттарма пулатчĕ те...

Çавăнпа та ун пеккисемпе кĕрешмелли  тĕп мел - явап тыттарасси. Штраф тÿлеттерсен е автомашинăпа çÿреме ирĕкрен хăтарсан, тен, хăйсем мĕн хăтланни çинчен шутласа илĕç. Шÿт-и, йĕркене пăхăнман водительсене пула ним айăпсăр пиншер çын шар курать, çуран çÿрекенсен айăпĕпе пулнă инкексен те шучĕ çук.

Шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн ГИБДД уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи çур çулта кăна çул-йĕр правилисене пăснă тĕслĕхсемпе 1943 административлă протокол çырнă, çав шутра руль умне ÿсĕрпе ларса тухнăшăн тата медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухассине хирĕçленĕшĕн - пĕтĕмпе 89. Хăвăртлăха палăртнинчен самай ытларах ÿстерсе çÿрекенсем те пĕрре-иккĕ мар, çакăншăн 226 водителе явап тыттарнă. Юсавсăр автомашина та нумай чухне - инкексен сăлтавĕ. Çавна май юсавсăр пирки хăрушлăх кăларма пултаракан транспорт хатĕрĕсемпе çул çине тухакансене ГИБДД сотрудникĕсем çирĕп асăрхаса тăраççĕ. Кăçалхи çур çулта çакнашкал 243 тĕслĕхе тупса палăртнă. Кунсăр пуçне йĕркене пăснă 10 çуран çÿрекен те явапран хăтăлайман.

Чăнах та, шухăша яракан цифрăсем. Çакна ниепле те çул çинче çирĕп йĕрке хуçаланать тесе калама çук.



"Çĕнтерÿ çуле"
05 августа 2009
00:00
Поделиться
;