Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Космонавтика музейĕпе паллашнă

Чăваш ене космос таранах чапа кăларнă Андриян Григорьевич Николаев çуралнăранпа кăçал 80 çул çитет. Çак паллă датăна халалласа, Калининăри психикăпа неврологи интернатĕнче пурăнакан-сипленекенсем паллă космонавт çуралса ÿснĕ ялти музее çитсе килме тĕллев тытнă. Çапла майпа июлĕн 31-мĕшĕнче Шуршăла экскурсие тухса кайнă.

Çулçÿреве тухнă ир пĕлĕтлĕ те тĕксĕмрех çанталăк тăни, вăхăтăн-вăхăтăн çумăр çуса илни те никамăн кăмăлне пăсман, экскурсие тепĕр куна хăварас текенсем те пачах пулман. Тĕлĕнмелле те, Шуршăлта вара калининăсене хĕвеллĕ, уяр çанталăк кĕтсе илнĕ.  Чăваш енĕн маттур ывăлĕ А.Николаев кун  çути курнă, ачалăхне  ирттернĕ ялта йĕркеленĕ музее тытса пыракансем хăнасене хапăл туса йышăннă, космонавтăн пурнăçĕнчи халиччен пĕлмен самантсемпе паллаштарнă, нумай кăсăклине каласа панă. Музее илем кÿрекен экспонатсем те пурте А. Николаевăн кун-çулĕпе, сумлă ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă, вĕсене те кашнинех пĕтĕм чунтан интересленсе пăхнă. Андриян Григорьевича пытарнă вырăнта хăпартнă часавайне те кĕрсе курнă.

Экскурси  çакăнпа вĕçленмен Калининăри интернатра пурăнакан-сипленекенсемшĕн. Шуршăл ялĕпе сывпуллашнă хыççăн вĕсем республикăн тĕп хулине çул тытнă. Кунта патшалăх ÿнер музейĕнче чăвашсен тата тутарсен  пултаруллă художникĕсен ăста ĕçĕсене курса киленнĕ. Пурте пĕр саслăн пĕлтернĕ тăрăх, музейĕн виççĕмĕш курав хутĕнче вырнаçтарнă риоритетлă ĕçсем ытларах кăмăла кайнă. Музей сотрудникĕсем е ку ĕçсем çывăхĕнче асăнмалăх сăн ÿкерчĕксем тума ирĕк пани те питех савăнтарнă.

Музейсенче пулса курнă хыççăн калининăсем залив хĕрринчи илемпе киленсе каннă. Киле таврăннă май пĕри те тепри çак асамлă кун кăмăла çĕкленине, вăл чылайлăха асра юлассине пĕлтернĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
05 августа 2009
00:00
Поделиться
;