Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Нумай çул пурăнас килет-и

Раççейре кашни çул пирус туртнипе 400-500 пин çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлать. Сиенлĕ йăла тыткăнне лекнисем чĕре-тымар, онколог чирĕсемпе ытларах аптраççĕ.

Ÿпке чирĕ аталаннин тĕп сăлтавĕ - пирус туртни. Çавна пула юлашки 5 çулта вилекенсен йышĕ самаях ÿснĕ. Пирус тĕтĕмĕ сывă çынсене те сиен кÿрет.

Чăваш Республикинче пурăнакансен 40 проценчĕ чĕлĕм туртать. Юлашки çулсенче хĕрарăмсем, ачасем, яш кĕрĕмпе хĕр упраç хушшинче пирус мăкăрлантаракансем йышланчĕç. Статистика пĕлтернĕ тăрăх, шкулта вĕренекенсен 28,5 проценчĕ (арçын ачасем 16,5 процент, хĕрачасем 12 процент) чĕлĕм туртать.

Кăçал районта «2009-2011 çулсенче Вăрнар районĕнче пирус тата пирус изделийĕсене туртассине чакарма профилактика мероприятийĕсем ирттересси» тĕллевлĕ программа хатĕрленĕ. Кăтартусем лайăхланасса шанатпăр - 2012 çул тĕлне чĕлĕм туртакансен хисепĕ 35 процент таран чакмалла.

Сывă пурнăç йĕркине пăхăнсан Тăван çĕршыва ытларах усă кÿрĕн, нумай çул пурăнăн.



"Çĕнтерÿ çуле"
05 августа 2009
00:00
Поделиться
;