Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ĕмĕр пурăн, чăвашлăха упракан ял!

Юнкун Вăрнарти библиотекăн вулав залĕнче «Чуваши. Этническая история и традиционная культура» кĕнекене вуласа ларатăп. Чăваш халăхĕ чăмăртаннине калакан сыпăкра А.Миттовăн «Вăйă карти» картини тыткăна илчĕ - ÿнерçĕ ĕçĕнчен чылай вăхăт куç илеймерĕм. Çакна манпа юнашар ларакан та асăрхарĕ пулас. «Тăван халăхăн авалхи пурнăçĕпе кăсăкланатăн апла. Вăт санăн Уйкас Юнтапана иртнĕ вырсарни кун çитсе курмаллаччĕ. Ял уявĕ тĕлĕнмелле лайăх иртрĕ», - терĕ вăл.

Мана сăмах хушакан Ярмушка ял тăрăхĕнчен иккен. Унăн асĕнче ял уявĕ нумайлăха юлĕ-ха, ахальтен мар уйкас-юнтапасем Илемре мĕнле савăнни çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ.

... Çак кун ялти культура çурчĕ умне халăх йышлăн пухăннă. Уйкас Юнтапари виçĕ урамран ял çыннисен пултарулăх коллективĕсем авалхи чăваш халăх юррисене юрласа тухсан куракансем шăп пулнă. Юрă сăмахĕсем чĕрене кĕрсе вырнаçаççĕ-çке! Тус-тăванлăх, çуралнă ял, ĕçченлĕх, пĕр-пĕрне сума сăвасси пирки юрланă чух кирек кам та пĕр вырăнтан тапранмасăр тăрĕ.

Концерт программине Пуканкассинчи «Чашма» фольклор коллективĕ (ертÿçи - Алексей Кондратьев) уçнă. Пултарулăх ушкăнĕн ячĕ янăравлă та артисчĕсен сасси те, ташши те илемлĕ. Аваллăхсăр малашлăх çук. Тивĕçлĕ канăва кайнисем - Роза Алексеева, Нина Кондратьева - тата Алена Спиридонова библиотекарь ял историйĕ пирки каласа панине пурте кăсăкланса итленĕ.

Уявра нумай çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнакан мăшăрсем чыс-хисепе тивĕçнĕ. Акă Елизаветăпа Николай Аруслановсем - çур ĕмĕр шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ. Ачисем ашшĕ-амăшне ылтăн туй ячĕпе чăваш наци тум-тирне парнеленĕ. Ватă çынсем мар вĕсем халь - чăн-чăн Нарспипе Сетнер. Аруслановсем ытти çемьесене тĕслĕх кăтартаççĕ. Вĕсене хаклă парне парса чысланă. Юбилейсене паллă тăвакан ытти çынсене те тимлĕхсĕр хăварман. Вĕсем хушшинче - яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç та, ватă çынсем те. Юрă-кĕвĕ шăрантарса саламланă артистсем.

- Чăваш ачи, сассуна пар! - тесе чĕннĕ чăваш поэзийĕн çутă çăлтăрĕ Çеçпĕл Мишши. Концертра шкулта вĕренекенсем те хастар пулнă. Чăваш тумĕллĕ пĕчĕк артистсем ташлама кăна мар, юрлама та ăста иккен.

Уява Аленăпа Владислав Спиридоновсем яваплăха туйса йĕркеленине палăртмалла. Халăх техĕмлĕ шÿрпене тÿлевсĕрех çиме пултарнă, Ярмушка ял тăрăхĕнчи ал ĕç ăстисен куравĕпе паллашнă.

Тăван халăхăн ырă йăли-йĕркисене упрама тăрăшни - пархатарлă ĕç. Çамрăк ăру та хăйĕн йăх-тымарне манмĕ, чăвашлăха малалла аталантарĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
12 августа 2009
00:00
Поделиться
;