Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пысăк тăкак кÿнĕ

Пушартан асăрханмалли çинчен аса илтерсех тăраççĕ пулин те «хĕрлĕ автан» хăйĕн усал вăйне час-часах кăтартать. Хамăр районтах, акă, çулла пуçлансанах умлăн-хыçлăн тĕрлĕ ялсенче çуртсем çунчĕç. Сăлтавĕсем тĕрлĕрен, анчах чылайăш тĕслĕхре кил хуçисем хăйсемех айăплă: пĕрисен электропроводка юсавсăр е электрооборудование ĕçлеттернĕ чух хăрушсăрлăх йĕркине пăснă, теприсем çулăмпа асăрхануллă пулман.

Августăн 4-мĕшĕ умĕнхи каçхине районта каллех пушар тухнă, ку хутĕнче те пурăнмалли çурт çуннă. Пушар хуралне пĕлтерÿ Тимĕрçкассии ялĕнчен çурçĕр тĕлнелле çитнĕ. Вут-çулăм алхаснин сăлтавĕ хальлĕхе уçăмлăн паллă мар-ха, ку тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Апла пулин те пушар кил хуçисене ытла та пысăк тăкак кÿнĕ, хуçалăхра çуртсăр пуçне хуралтăсем те çунса кĕлленнĕ. Патшалăх пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çулăм пÿртрен тухса сарăлнă.   

 



"Çĕнтерÿ çуле"
12 августа 2009
00:00
Поделиться
;