Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пирус туртмастăн - сывлăхлă пулатăн

Хĕвеланăçĕнчи аталаннă çĕршывсенче пирус туртасси палăрмаллах чакнă. Раççейре тата Китайра вара кăтарту улшăнмасть-ха. Сиенлĕ йăлапа арçын ачасем 9-10 çулсенчех «туслашма» тытăнаççĕ. Раççейре арçынсен 60 проценчĕ, хĕрарăмсен 30 проценчĕ туртать.

Пирус туртма пăрахмалла, унсăрăн чĕре, онкологи чирĕсем аптратма тытăнĕç, çут тĕнчере пурăнасси 15-20 çул чакĕ.

Пирус туртни - сиенлĕ йăла кăна мар, чир те. Тăтăшах туртакан 10 çынран тăваттăшне медицина пулăшăвĕ кирлĕ. Сиенлĕ йăла тыткăнĕнче нумай çул пурăнакансене сывă пурнăç йĕркине пăхăнма питĕ йывăр. Çавна шута илсе кăмăлăра çирĕплетĕр те чĕлĕм туртма пăрахăр.

Пирус туртаканпа пĕрле сиенлĕ тĕтĕме ытти çын та сывлать, организмне наркăмăшлатать.

Шел пулин те хĕрарăмсем сиенлĕ йăла авăрне ытларах та ытларах кĕрсе ÿкеççĕ. Этемлĕхĕн черченкĕ çуррине уйрăмах асăрхаттарасшăн: пирус мăкăрлантарсан сывă ача çуратасси пирки ан шутла. Районта кашни çулах «Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн!» акци ирттереççĕ - чĕлĕм туртни, алкогольлĕ шĕвексене ĕçни, наркотиксемпе усă курни этемĕн кун-çулне пĕчĕклетнине пурне те ăнланмалла каласа кăтартаççĕ.

Ача-пăча чи малтан çывăх çыннисенчен тĕслĕх илет. Çавăнпа ашшĕпе амăшĕн сывă пурнăç йĕркипе туслă пулмалла.

Сиенлĕ йăларан харпăр хăй тĕллĕн хăтăлайманнисен хăюллăнах специалистран пулăшу ыйтмалла.

Чир-чĕре асăрхаттарасси сиплессинчен ансатрах. Çамрăксене уйрăмах çирĕппĕн каласшăн. Пирус туртмасан, спортпа туслашсан сирĕн пурнăç ăнăçса пырĕ. Вăй-хал çитерсе: «Эпир чĕлĕм туртма пăрахатпăр», - тейĕр.



"Çĕнтерÿ çуле"
15 августа 2009
00:00
Поделиться
;