Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сĕт сăвасси ÿсет

Çавалкасри сĕт-çу ферминче сăвакан ĕнесем 210 пуç шутланаççĕ. Дояркăсен хальхи тĕп тĕллевĕ - çу уйăхĕсенче продукци ытларах илесси. Вĕсем хăйсен ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртсе пыма хăнăхнă. Çу заводне куллен 2 пин килограмм ытла сĕт кайса тăрать.

Савăнтаракан кăтартусене тишкеретĕн те, çĕрне-кунне пĕлмесĕр, вăй-халĕсене шеллемесĕр ĕçлекенсене аса илетĕн. Сĕт-çу фермин заведующийĕ Вероника Иванова Смирнова дояркăсен ĕçне тимлĕн асăрхаса тăрать, вĕсене пурлăх енчен хавхалантарассине тĕп вырăна хурать. Хальхи вăхăтра сĕт суса илессипе Е.Григорьева, С.Прокопьева, Е.Васильева, В.Григорьева, Г.Никифорова, В.Константинов малта пыраççĕ. Вĕсем çĕнĕ çултанпа кашни ĕнерен 1440-шер килограмм сĕт суса илчĕç.

Ĕнесенчен илекен тупăша ÿстернĕ çĕрте Эдуард Абрамовпа Андрей Осипов трактористсен тÿпи пысăк. Вĕсем фермăра тĕрлĕ йышши апат хатĕрлесе параççĕ, выльăхсен рационне микроэлементсемпе пуянлатсах тăраççĕ. Сĕт-çу ферминчи дояркăсен ÿсĕмĕсене ÿстерме пулăшакансене те ырăпа асăнмасăр иртме çук. Сергей Афанасьевпа Захар Углов осеменатор та хăйсен тивĕçĕсене тÿрре кăларса пыраççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
15 августа 2009
00:00
Поделиться
;