Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Шкул автобусĕсене тĕрĕсленĕ

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне шкулсенче пĕтĕмпех хатĕр пулмалла. Пÿлĕмсемпе сĕтел-пукансем кăна мар, шкул автобусĕсем те, вĕсем çÿрекен маршрут çулĕсем те. Вĕсем юсавлă пулнинчен, пĕтĕм нормăсене тивĕçтернинчен ачасен хăрушсăрлăхĕ килет-çке. Çул çинче  вĕренекенсен сывлăхĕ тата пурнăçĕ вара шкул автобусĕсен рулĕсене тытса пыракан водительсен аллинче. Çак яваплă ĕçре тимлекенсем йăнăшрĕç-тĕк инкек тухасси те инçе мар. Çавăнпа та шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсем шкул автобусĕсемпе вĕсен маршручĕсене уйрăм тимлĕхе илнĕ, тăтăшах тĕрĕслевсем ирттереççĕ.

Августăн 14-мĕшĕнче акă ГИБДД сотрудникĕсем тĕрлĕ шкулти 11 водителе зачет тыттарнă, вĕсен автобуссемпе çÿрес ăсталăхне тĕрĕсленĕ. Çак шутран пиллĕкĕшĕ зачет витĕр тухнă, улттăн заданисене пĕтĕмпех тĕрĕс пурнăçлайман - сакăршар-вуншар йăнăш тăвакансем те пур.

Шкул автобусĕсене мĕнле хатĕрленине тишкерни те тĕрлĕрен лару-тăрăва кăтартса пачĕ. Икĕ автобусăн, акă, кăлтăксем чылай. Ыттисенче пуринче те тенĕ пекех вак-тĕвек çитменлĕхсем курăнчĕç. Ачасен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕллевпе вĕсене çийĕнчех пĕтермелле, кашни автобусах юсавлă пулмалла.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 августа 2009
00:00
Поделиться
;