Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Т И М У Ç

Ялта ăна Тимуç тесе чĕнеççĕ. Паян-ыран сакăрвунна çитет пулин те ăна никам та хăй çулне памасть. Ку таранччен алла туя таврашĕ тытса курман. Яланах тÿрĕ кĕлеткеллĕ, пит çăмарти çинче пĕр пĕркеленчĕк çук. Вăрçă çулĕсенчи нушаллă пурнăçа çамрăклах тÿсме тивнĕ ăна, ашшĕсĕр тăрса юлнă.

Арçыннăн хăй ĕмĕрĕнче кил-çурт çавăрмалла, ача-пăча ÿстерсе ура çине тăратмалла, ятран йывăç лартса çитĕнтермелле, тенĕ ваттисем. Тимуçăн ку тĕлĕшпе парăм çук. Хăй вăхăтĕнче вăл Пăртас ялĕ енче пиншер йывăç ларттарнă, çак вырăна халĕ ял-йышра Тимуç вăрманĕ теççĕ. Вăл – çичĕ ача ашшĕ. Пилĕк стеналлă пÿрт туса кĕнĕ. Халĕ юнашарах ывăлĕ, Юркка, пĕччен тенĕ пекех кирпĕчрен икĕ хутлă кермен хăпартса лартрĕ.

Пурнăç хăех вĕрентет. Тимуç çарта виçĕ çул пограничник пулнă, çĕршыв чиккине сыхланă. Салтакран таврăнсан тăван ялти «Гигант» колхозра ĕçлеме пуçларĕ. Тăрăшулăхне кура ăна бригадира суйларĕç, колхоза панкрута кăларичченех чуна парса ĕçлерĕ. «Çĕрĕ те яланах вăхăтра сухаланнă, тырри-пулли те акăннă, уй-хир ĕçне те кая хăварман, кивçене кĕрсе нихăçан та парăмра пулман», – тет Тимуç, пиçенпе ут кăшкарĕ айне пулнă уй еннелле пăхса.

Унăн тантăшĕсем пурте тенĕ пекех вилсе пĕтрĕç. Пĕрле вĕреннĕ Леонид Ефремов кăна Шупашкарта пурăнать. Шкула пĕрле çÿренĕ тепĕр тантăшĕ, Арсентий, наука кандидачĕ пулса тăчĕ пулин те, пурнăç çулĕпе мăнаçлăн утса тухма пĕлеймерĕ, халĕ сĕм суккăр пулса ларчĕ. Наука çыннин кил-çурт çавăрма, сад ÿстерме ĕмĕтленни пурнăçланмасăрах юлчĕ. Пурăнма пĕлмесен вĕренни те пулăшмасть иккен.

Çивĕч те кăмăллă Тимуç ку е çав ыратать тесе нăйкăшнине илтмен. Вăл хаваспах çынсене пулăшать. Кирлех пулсан, çийĕнчи кĕпине те хывса пама хатĕр, теççĕ ун пек çын пирки.

– Темĕнле яваплă ĕçре тăрăшнă пулсан та янттине хапсăнас, çынна улталас, пуяс шухăшпа çÿремен эпĕ, – тет Тимуç. – Яланах шанчăклăхшăн тăрăшнă, халăх умĕнче ята варалас мар тенĕ, тен, çавăнпах хама телейлĕ тесе шутлатăп. Эпĕ нимĕнле ĕçрен те хăраман, яланах халăхпа пулнă.

Ялти пĕр кахал, анкартинче çĕрулми лартса тума ÿркенекенскер, пĕррехинче çапларах лаплаттарнăччĕ: «Халĕ сире кăна, пенсионерсене, пурăнма лайăх, ĕçлемесĕрех уйăхсерен патшалăх укçа парса тăрать...» Сана кам чарнă-ха пенси илмелĕх ĕçлеме, терĕм те пуçларĕ хăй ăçта çитсе çапăнса çÿрени çинчен çаптарма. Хăй вара паянхи куна çитсе те пĕр пăта çапса курман. Ăçтан танлашма пултарĕ-ха вăл Тимуçпа; Тимуç çынна хисеплеме, ырă тума пĕлет, хăйне те хаклама вĕреннĕ. Такама кÿреннипе тута тăсса, хăй кăна лайăх çын тесе çÿремест вăл. Эппин, çакăнта мар-ши çамрăк сăн вăрттăнлăхĕ; Пурнăç ăнманшăн айăпа такамсенче шыраса тулхăрма кирлех-ши;



"Çĕнтерÿ çуле"
19 августа 2009
00:00
Поделиться
;