Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тăрăшсан ĕç ÿсĕнет

Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 10 пин те 200 гектар çинчен çапса тĕшĕленĕ. Ку вăл планăн 70 проценчĕ.

А.Игнатьев, М.Тарасов фермерсен хуçалăхĕсем, «Мураты» кооператив тата Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕ хыççăн вырма ĕçĕсене вĕçлессипе «Победа», «Янгорчино», «Хорнзор» ял хуçалăх производство кооперативĕсем хытă тăрăшаççĕ.

Кĕр аки ирттерме 5500 гектар çĕр хатĕрленĕ. Районĕпе илсен кĕр тыррисене 1600 гектар çинче акнă. «Мураты» кооператив ĕçченĕсем пуринчен хастар. Вĕсем пулас тухăç никĕсне 257 гектар хывса хăварнă. «Санары» агрофирмăра, Карл Маркс ячĕллĕ, «Победа» кооперативсенче, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче ĕç кал-кал пырать.

Кĕрхи çĕртме 3100 гектар тунă.

«Агрохмель» агрофирма ирхи çĕр улми кăларма тухнă. Тухăç - 200 центнер.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 августа 2009
00:00
Поделиться
;