Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тав тăватăп

Ăнсăртран манăн ура хытă ыратма пуçларĕ, эпĕ малтанах килте сывалма тăрăшрăм. Усси пулмарĕ. Тухтăр пулăшăвĕ кирлине туйса илтĕм. Вăрнар больницин килкартине кĕрсенех тĕлĕнсе кайрăм. Унта темиçе çул каялла выльăх-чĕрлĕх симĕс курăка туртатчĕ, халĕ вара илемлĕ сад пахчине кĕрсе кайнă пекех туйăнчĕ: чечексем ешереççĕ, улмуççи çимĕçĕсем çĕре çитиех усăнса тăраççĕ. Кунта халĕ хĕрарăм тĕп врач Ольга Михайловна Казакова яваплăха туйса ĕçлет. Çавăнпа та пур çĕрте те йĕркеллĕ, таса. Тĕп врач чыс-хисепе чăнахах тивĕçлĕ.

Хама сыватакан участокри врача Любовь Николаевна Семенована, медсестрана Оксана Никифоровна Вазянкана ырламасăр хăварма май çук. Мана, 74 çулхи ватă карчăка, питĕ тăрăшса сиплерĕç. Вĕсем хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлани тÿрех куçа курăнать: çыннăн сывлăхне çирĕплетессишĕн вăй-хала шеллемеççĕ.

Ольга Михайловна Казакована, тухтăрсене, медсестрасене пурне те хам енчен ырлăх-сывлăх, телейлĕ кун-çул сунатăп.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 августа 2009
00:00
Поделиться
;