Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тимлĕхре – ачасем

Ачасен çуллахи каникул вăхăчĕ вĕçленсе пырать. Вĕсем кĕçех хăнăхнă çулпа шкулалла утма тытăнĕç. Анчах хăшĕ-пĕрисем çул-йĕр правилисене те, вĕренÿ заведенийĕсенче хăйсене мĕнле тĕрĕс тытмаллине те маннă. Çавна май вĕренекенсем пĕр-пĕр инкеке е пăтăрмахлă лару-тăрăва лекес хăрушлăх тухма пултарать. Çакна шута илсе, Раççей МЧС-ĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕ пуçарнипе, кăçалхи августăн 20-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 20-мĕшĕччен республикăра «Ачасен хăрушсăрлăхĕн уйăхлăхне» ирттерме йышăннă. Унăн тĕп тĕллевĕсем: вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче ачасен хăрушсăрлăхне ÿстересси, çул çинче тата транспортра пăхăнмалли правилăсене çĕнĕрен аса илтересси, чрезвычайлă лару-тăрура çухалса каймасăр мĕн тумаллине вĕрентесси.

Уйăхлăх тапхăрĕнче тĕрлĕрен мероприяти ирттерме палăртнă. Кашни шкулта тата ача сачĕсенче çул çинчи тата пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен калаçмалла. Çавăн пекех ку темăпа диктант-сочиненисем çыртарассине те, конкурс-викторинăсен йĕркелессине те кĕртнĕ. Шупашкар хулинчи пушара хирĕçле пропаганда тата обществăлла  çыхăнусен Центрне е унăн Йĕпреçри филиалне çитсе курма та сĕнетпĕр. Уйăхлăх вăхăтĕнче ачасем пушар сÿнтермелли пĕрремĕшле хатĕрсемпе паллашса вĕсемпе усă курма хăнăхасса шанатпăр.

«Ачасен хăрушсăрлăхĕн уйăхлăхне» районта ирттерессишĕн ВДПО-н Вăрнарти производство участокĕ, Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕ, район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ, патшалăх пушар асăрхавĕн Вăрнар районĕнчи уйрăмĕ яваплă.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 августа 2009
00:00
Поделиться
;