Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вĕçсĕр-хĕрсĕр кукуруза уйĕ - выльăх-чĕрлĕх тутă пулĕ

Аш-пăш, сĕт ытларах туса илес тесен выльăх-чĕрлĕх валли хĕл каçма çителĕклĕ апат хатĕрлемелле. «Хĕл хырăмĕ пысăк. Ĕç планĕпе килĕшÿллĕн район аграрийĕсен пĕтĕмпе сенаж 15849 тонна, силос 15337 тонна, утă 7196 тонна хывмалла», - пĕлтерчĕ район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп зоотехникĕ Георгий Романов.

Çурла уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне ĕç кăтартăвĕсем япăх мар. Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассипе тимлекен ял хуçалăх предприятийĕсем сенажа палăртнинчен 23 процент ытларах е 19558 тонна хатĕрленĕ. Силос (хальлĕхе - 4958 тонна), утă (5000 тонна) янтăлассипе малалла та тăрăшмалла-ха.

Районĕпе илсен çулленех пĕр условнăй выльăх пуçне 23,7-24,5 центнер апат единици хатĕрлеççĕ. Анчах çакă çителĕксĕр. Специалистсем выльăхсене хĕл лайăх каçарма сахалтан та 28-30 центнер апат кирлине çирĕплетеççĕ. Ĕне сĕчĕ чĕлхи çинче. Çулталăкне 5000 килограмран кая мар сĕт паракан ĕне пуçне утă тата сенаж 2-шер тонна, силос - 3,5, тымарçимĕçсем 3,5-5, симĕс апат - 7,5-8, концентратсем - 1,8-2 тонна кирлĕ.

Выльăх-чĕрлĕх пăхмасăр пулмасть тесе калаççĕ ваттисем. Тутлăхлă, пахалăхлă апат хатĕрлес ĕçре кукуруза çитĕнтерессипе тимлени пĕлтерĕшлĕ.

- Кукуруза - типĕ çанталăкра та лайăх тухăç паракан культура. Выльăх-чĕрлĕхшĕн питĕ сĕтеклĕ апат шутланать. Тымарçимĕçсемпе танлаштарсан кукурузăна пухса кĕртме ансатрах. Мĕн астăвасса çак культурăна кашни хуçалăхра тенĕ пек 100-шер гектар çитĕнтеретчĕç. Çавна май апат бази çирĕпрехчĕ», - терĕ район пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ - район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Александр Борисов.

Шел пулин те районта кукурузăна Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче тата Карл Маркс ячĕллĕ кооперативра кăна акса туса илеççĕ. Çак культура Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхăн уй-хирĕнче 50 гектар йышăнать. Кăçал кукуруза ăнса çитĕннĕ - этемрен те çÿллĕ. Тырă турттаракан водительсем Александр Зайцевпа Петр Никифоров вăхăт çитсен хăйсем кукуруза пуссинче ĕçлессине каларĕç. Ешĕл масса çителĕклĕ пулсан выльăхсен йышне, продукци илессине ÿстерме май килĕ. Кооперативра хальхи вăхăтра 860 пуç мăйракаллă шултра выльăх шутланать. Ĕне продуктивлăхĕ çулленех ÿссе пырать. Кăçалхи çичĕ уйăхра дояркăсем кашни ĕнерен вăтамран 2626 килограмм суса илнĕ, пĕлтĕр çак тапхăрта - 2446.

Аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăрари хушма хуçалăхĕнчи кукуруза пусси те куçа илĕртет - вĕçĕ-хĕррисĕр тейĕн. Ара лаптăкĕ самай пысăк - 283 гектар. «Пирĕн хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çавăнпа та апат ытлăн-çитлĕн хатĕрлесси - тĕп тĕллевсенчен пĕри. Кукурузăран ешĕл масса янтăланă чух акă Словаки опычĕпе усă куратпăр, - каласа пачĕ аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнчи çамрăк зоотехник Елизавета Егорова.

Тăрăшнин «çимĕçĕ» пур. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен ĕçĕ курăмлă. Акă иртнĕ çул дояркăсем кашни ĕнерен вăтамран 4435 килограмм сĕт суса илнĕ. Кăçалхи çичĕ уйăхри кăтарту - 3232 килограмм (е пĕлтĕрхинчен 669 килограмм ытларах). Аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче мăйракаллă шултра выльăхсене 1295 пуç тытаççĕ, çав шутран ĕнесем - 375.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
19 августа 2009
00:00
Поделиться
;