Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Саккун ыйтнине тивĕçтермен

Предприяти-организацисенче ĕç сыхлавне пăхăнни пĕлтерĕшлĕ. Çакна Вăрнар район прокуратури çирĕп тĕрĕслесе тăрать. «Вурнарыдорстрой» акционерсен уçă обществинче, «Мураты» ял хуçалăх производство кооперативĕнче, «Вăрнарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă обществăра ĕç сыхлавне тишкерни саккуна пăснă тĕслĕхсем пуррине кăтартса пачĕ. Раççей Федерацийĕн Ĕç кодексĕн 212-мĕш статйине пăсса çак организацисенче пĕринче те ĕç вырăнĕсене аттестацилемен. Тĕрлĕ нормативлă актсенче ыйтнине пăхăнмасăр, ĕç сыхлавĕ тĕлĕшпе вĕрентÿсем ирттермен, ĕç сыхлавĕ пирки ятарлă кĕтес хатĕрлемен, «Мураты» ял хуçалăх производство кооперативĕнче вара машинăпа трактор паркĕсенчен техникăна водительсен медицина тĕрĕслевне ирттермесĕрех рейса кăлараççĕ. «Вурнарыдорстрой» обществăра Раççей Федерацийĕн Ĕç кодексĕн 217-мĕш статйине пăснă: ĕçлекенсен шучĕ 50-ран ытларах пулин те ĕç сыхлавĕпе тимлекен ятарлă специалиста çирĕплетмен.

Çак çитменлĕхсене шута илсе, «Вурнарыдорстрой», «Вăрнарти çăкăр завочĕ» обществăсен тата «Мураты» хуçалăх ертÿçисем И.Н.Куликов, Т.В.Федоров, Г.П.Спиридонов тĕлĕшпе Вăрнар район прокуратури Раççей Федерацийĕн административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексĕн 5.27-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе административлă ĕç пуçарнă.

Чăваш Республикинчи Патшалăх ĕç инспекцийĕн кăçалхи августăн 6-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, асăннă организацисен ертÿçисене административлă явап тыттарнă, 2000, 2000 тата 2500 тенкĕ штраф хунă.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 августа 2009
00:00
Поделиться
;