Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ÇĔНĔ ТОМ ТУХНĂ

Паллă писатель, чăваш халăх поэчĕ Геннадий Николаевич Айхи çуралнăранпа августăн 21-мĕшĕнче 75 çул çитрĕ. Ăна асăнса кăçал республикăра тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ.

Чăваш кĕнеке издательстви Геннадий Айхин Çырнисен пуххин иккĕмĕш томне пичетлесе кăларнă. Унта поэтăн вырăс поэзийĕн сферинчи çур ĕмĕрхи ĕçне пĕрлештерекен сăввисем кĕнĕ. Шăпах вырăс чĕлхипе çырнă сăввисем ăна тĕнче таран чапа кăларнă. Çак сăвăсене 1991 çулччен СССРта пичетлемен, анчах та 50-а яхăн ют халăх чĕлхине куçарнă, унăн творчествипе Европăра, Кăнтăр Америкăра, СШАра, Японире, Турцире тата ытти çĕршывра кăсăкланнă. Ăна «Хальхи вăхăтри вырăс поэзийĕн хăйне евĕрлĕ сасси тата тĕнчери тĕлĕнмелле сасă» тесе хакланă. XX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче Европа поэзийĕнче çирĕп вырăн йышăнса вăл XXI ĕмĕр поэзине уçнă.

Çĕнĕ издани ытти публикацисемпе танлаштарсан Геннадий Айхин вырăс чĕлхиллĕ творчествине туллинрех çутатать.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 сентября 2009
00:00
Поделиться
;