Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пĕрлехи информаци кунĕнче

Юнкун районта пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ - Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ тата район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин хăш-пĕр ял хуçалăхпредприятисене, Вăрнарти ял хуçалăх техникумне çитсе курнă, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулнă, тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе явнă.

Чи малтан вĕсем «Броневикăн» Хăмăшри сĕт-çу ферминче пулнă. Министр утă рулонĕсене урасене хывнине асăрхасан кунта чăн-чăн харпăрçă алли курăннине çирĕплетнĕ. «Броневик» кооператив - вăтам аграрисен шутне кĕрет. Владислав Репин ертÿçĕ хуçалăх аталану çулĕпе пытăр тесе тăрăшать. Кăçал тĕш тырăсем  кашни гектар пуçне вăтамран 24 центнер, çĕр улми 260 центнер тухнă. Калас пулать, Владислав Иванович кадрсен ыйтăвне татса парассине, çамрăксене ĕçе явăçтарассине пысăк тимлĕх уйăрать. Ахальтен мар министр хуçалăхра яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа курма хавассине палăртнă. Хĕрлĕ кĕтесре информаци кунĕн темипе калаçу иртнĕ. Михаил Игнатьев ачасен прависене хÿтĕлесси тата ачалăхшăн тăрăшасси патшалăх политикин чи кирлĕ çул-йĕрĕсем пулнине каланă. Акă тăлăх ачасене çемьесене вырнаçтараççĕ, çавăн пекех опекун тивĕçĕсене пурнăçлакансем те сахал мар. Тĕл пулура хуçалăх ĕçченĕсем те ыйтусем хускатнă. Вĕсене сĕт хакĕ, сăвăм ÿснĕшĕн дотаци мĕнле уйăрни кăсăклантарнă.

Ĕçлĕ çÿрев малалла «Кольцовка» агрофирмăра тăсăлнă. Хуçалăхра ĕçсем мĕнле пынипе Валерий Михайлов ертÿçĕ паллаштарнă. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ пулăшнипе агрофирма выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарма çăмăллăхлă кредит илнĕ. Кадрсем пĕтĕм ыйтăва татса параççĕ. Ертÿçĕ ăста специалистсем çитменни хуçалăха аталантарма чăрмав кÿнине каланă.

Михаил Игнатьевпа Анатолий Кузьмин «Агрохмель» хуçалăха çитсен хăмла пухса кĕртекенсемпе тĕл пулнă. Борис Семенов ертÿçĕ каланă тăрăх, «симĕс ылтăн» туса илессипе ĕçлени тупăшлă. Çавна кура агрофирмăра хăмла пахчин лаптăкне ÿстерме тĕллев лартнă. Борис Николаевич министра хăйĕн пăшăрханăвне те пĕлтернĕ: хăмлалăх тата комплекс федераллă харпăрлăхра пулнăран вĕсене арендăна илнĕшĕн укçа тÿлемелле иккен.

Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче зала студентсем те, педагогсем те йышлăн пухăннă. Илья Арбузов директор вĕрентÿ хуçалăхĕнчи ĕç-хĕл çинчен каласа кăтартнă. Министр студентсен кăмăлĕпе кăсăкланнă. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç ял хуçалăх отраслĕнче ĕçлеме хапăллине пĕлтернĕ. Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен теççĕ. Михаил Игнатьев çамрăксене конкуренцие юрăхлă пулма çĕнĕ технологисене алла илмеллине, пĕлĕве тарăнлатсах пымаллине асилтернĕ. Информаци кунĕн теми çине таянса ял хуçалăх министрĕ пур тăлăхăн, ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр юлнисен çемьере çитĕнмелли пирки каланă.

Çак кун министрпа район пуçлăхĕ Вăрнарти аш-какай комбинатне те çитнĕ, цехсене кĕрсе курнă, ĕç коллективĕпе тĕл пулнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 сентября 2009
00:00
Поделиться
;