Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ

Нумаях пулмасть республикăра ăратлă выльăхсен V-мĕш куравĕ иртнĕ. Унта ял хуçалăх таварне туса илекен 48 предприяти хутшăннă. Хамăр районти «Янгорчино» кооператив та курава ăратлă выльăх-чĕрлĕхе илсе килнĕ. Хура-ула тĕслĕ чупнă пăру бронза медале тата укçан премие (2 пин тенке) тивĕçнĕ. Калас пулать, кооператив кĕтĕве çĕнетессипе  тĕллевлĕ ĕçлет, çулленех 30 пуçран сахал мар ăратлă чупнă пăру тата ĕне районти, республикăри ял хуçалăх организацисене сутать.

«Куравра палăрни пысăк пĕлтерĕшлĕ», - терĕ Геннадий Романов ертÿçĕ, - Выльăх-чĕрлĕхе тупăшлăрах вырнаçтарма пулать».



"Çĕнтерÿ çуле"
19 сентября 2009
00:00
Поделиться
;