Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çын ĕçпе мар, ĕçкĕпе хуçăлать

Шалти ĕçсен пайĕнче чылайранпа тимленĕ май тĕрлĕ криминогенлă лару-тăрура ĕçлеме тиврĕ. Анчах юлашки çулсенче пĕр пулăм вăйланса пыни курăнать: эрехпе туслашакансен шучĕ вĕçĕмсĕр ÿсет. Çамрăксем шкул çулĕнчех алкогольлĕ шĕвексене тутанса пăхасси обществăра, тĕлĕнмелле те, норма пулса тăчĕ.

Эрехĕ вара шеллемест, пĕрре çак шурлăха путсан тапаçланса тухма йывăр. Кусем ахаль сăмахсем мар. Акă ÿсĕрле тунă преступленисемпе эпир хамăр службăра кунсеренех тĕл пулатпăр. Кăçалхи 8 уйăхра кăна ун пеккисем 64 (пĕлтĕрхинчен 23 тĕслĕх сахалрах) çырăннă. Кунта ют пурлăха çаратнă тĕслĕхсем те, обществăлла вырăнсенче киревсĕр ĕçĕтунисем те, хулиганла ĕçсем те, çул çинчи инкексем те... Апла пулин те  эрех витĕмĕпе пурнăçланă киревсĕр ĕçсен пысăк пайĕ йăла преступленийĕсене тивет.

Çемьере черкке ÿпĕнтерме юратакан çын пур-тăк, тăванĕсемшĕн, çывăх çыннисемшĕн çакă чăн хуйхă, пĕр канăçсăр пурнăç. Енчен те ашшĕпе амăшĕ те «симĕс çĕлен» ытамне лекнĕ-тĕк, уйрăмах ыррине ан кĕт: ачисене çитермелли, тăхăнтартмалли çинчен манса мухмăр чĕртмелли  шыраса çÿрекенскерсен ывăлĕ-хĕрĕсен пуласлăхĕ çинчен шутлама вăхăт пур-и; Упăшкисем чăмăрĕсене хута ярса вĕрентнине чăтса пурăнакан хĕрарăмсем сахал-им тата; Кăçал çынсене ÿсĕрле хĕненине регистрациленĕ 22 преступленирен ытларахăшĕнче шăпах та мăшăрĕсем çине алă çĕкленĕ арçынсем айăплă. Анчах ку цифра пĕтĕм лару-тăрăва уçăмлă кăтартмасть. Мĕншĕн тесен хĕн кăтартнине шăппăн, çапла кирлĕ пек чăтса пурăнакансем пирĕн хушăра темĕн чухлех. Тата нумай чухне çакнашкал та пулса тухать. Арăмĕсем хăйсене хĕнени çинчен милицие пĕлтереççĕ, ку тĕслĕхсемпе уголовлă ĕçсем пуçаратпăр. Нумай та вăхăт иртмест, мăшăрĕ упăшкине каçарнă та иккен. Анчах чуп-чуп уйăхĕ чылайлăха пымасть-çке, темиçе кунтанах милици сотрудникĕсен çав çемьене каллех тухса кайма тивет.

Кивьял Хапăсри 31-ри арçын тăван амăшне ÿсĕрле тăтăшах хĕненĕ пирки те, акă, РФ Уголовлă кодексĕн 117-мĕш статйипе уголовлă ĕç пуçартăмăр. Теприсем, сăмахран, Шĕнер Ишекре тăвансем пĕр-пĕрне вĕлерессипе хăратнă, иккĕшĕ те урă пулман. Ку та ахаль иртмест - 117-мĕш статьяпа айăплав кĕтет. Пĕтĕмĕшле пăхса тухас-тăк, ÿсĕрле киревсĕр ĕç тунисенчен тăватшар - уйрăмах йывăр тата йывăр преступленисем, 15-шĕ - ют пурлăха çаратнипе çыхăннисем, виççĕшĕ - вăрă-хурахла çаратнисем, 9-шĕ - обществăлла вырăнсенче пулса иртнисем тата ыттисем те.

Мĕнрен килет-ха обществăра ĕçкĕ пуç пулса тăни; Тавраллах эрех шыв пек юхать-тĕк, алкоголизм чирĕ пысăк хăвăртлăхпа сарăлнинчен тĕлĕнмелли çук. Поселокра та, ялсенче те (пирĕн районта кăна мар) çынсем саккунсăр майпа килĕсенче йĕркеленĕ суту-илÿ «точкисем» питĕ йышлă. Хăшĕ-пĕрисем, акă, кÿршĕсен пурнăç условийĕсем япăххине, ачисем çителĕклĕ çиейменнине аван пĕлеççĕ, çав вăхăтрах вĕсене сăмакунпа е спиртпа тивĕçтерсе тăраççĕ. Çынна путарса пуйни мар-и ку; Кайран вăрçă-харкашу пуçланать те, кам айăплă;

Тĕрĕссипе калас-тăк, сăмакун-спирт саракансем тĕлĕшпе саккунра çирĕпрех мерăсем йышăнмалла та. Анчах хăш-пĕр улшăнусем пур-ха. Чăваш Республикин 2003 çулхи саккунне улшăнусем кĕртнĕ май халĕ килте спиртлă шĕвексене хатĕрленĕшĕн, сутма туяннăшăн, сутнăшăн 5 пин тенкĕ штраф тÿлеттереççĕ. Административлă правăна ку енĕпе пăснă тĕслĕхсемпе кăçалхи 8 уйăхра 53 «усламçăна» явап тыттарнă. Алкогольлĕ продукцие йĕркене пăсса сутнă пирки (çула çитменнисене лавккара эрех парса янă пирки ытларах) административлă 60 ĕç пуçарнă.

Килти «сутуçăсене» тепĕр хут асăрхаттаратпăр: Раççей Федерацийĕн Уголовлă кодексĕ 238-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, хăрушсăрлăх нормисене тивĕçтермен продукцие хатĕрленĕшĕн, упранăшăн е сутнăшăн 300 пин таран  штраф хума е икĕ çулччен ирĕкрен хăтарма пăхнă. Кăçал паянхи куна виçĕ çак статьяпа уголовлă ĕç пуçарнă.

Паллах, сăмакун-спиртпа сутă тăвакансемпе саккун ыйтнă пек кĕрешессине, тĕпрен илсен, милицин участокри уполномоченнăйĕсем пурнăçлаççĕ. Ял поселенийĕсенчи профилактика канашĕсем те палăрмалла пулăшу кÿреççĕ. Эрех серепине лекнисене, çемьере вăрçма-çапăçма юратакансене пурне те шута илнĕ, вĕсемпе асăрхаттару ĕçне ирттереççĕ.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
23 сентября 2009
00:00
Поделиться
;