Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тĕп ыйту - халăха ĕçпе тивĕçтересси

Вăрнарта Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин коллегийĕн ларăвĕ иртнĕ. Ку службăн пуçлăхĕ Л.Шимин тата республикăри районсенчи центрсен ертÿçисем Вăрнарти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта пулса курнă, граждансене йышăнмалли тата тивĕçтерÿсем  памалли условисемпе паллашнă.

Район администрацийĕн залĕнче иртнĕ ларура район пуçлăхĕ А.Кузьмин халăха ĕçпе тивĕçтерессипе хушма пулăшу парас тĕллевлĕ программа ĕç рынокĕнчи çирĕплĕхе тытса пыма май панине, ку программăна районти чылай предприятипе организаци хутшăннине палăртнă.

 

Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи Л.Шимин 2009 çулхи республика программи паянхи куна мĕнле пурнăçа кĕни пирки каласа панă, ĕç рынокĕнчи лару-тăру экономикăн пĕтĕмĕшле аталанăвĕпе тачă çыхăннине çирĕплетнĕ. Пĕлтĕрхи октябрьтен пуçласа кăçалхи сентябрьччен  организацисем ĕçлеме пăрахнипе е ĕçлекенсен йышне чакарнипе 4,9 пин çын ĕçсĕр тăрса юлнă, кашни иккĕмĕшĕ ку службăран пулăшу ыйтнă. Ĕçсĕррисен йышне кĕнисен шучĕ кăçалхи май уйăхĕнчен чакма тытăннă. Вĕренÿ заведенийĕсене пĕтернисенчен хăшĕ-пĕри ниçта та ĕçе вырнаçайманран, июльте чылайăн кунта килнĕ.

Программа шучĕпе вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерессине йĕркелени сентябрь пуçламăшĕ тĕлне республикăра 32,7 пин çын валли ĕç вырăнĕсене сыхласа хăварма май панă, ытларах - продукци туса кăларакан промышленноçра. Л.Шимин вĕренÿ заведенийĕсене тин çеç пĕтернисене стажировкăна ярассипе те яваплăрах тимлеме ыйтнă.

Халăха ĕçпе тивĕçтерессинче çынсене предприниматель ĕçне явăçтарасси те пысăк вырăн йышăнать. Программа вăя кĕнĕренпе 180 бизнес-план пăхса тухнă, 122-шĕ валли 6,7 миллион тенкĕ уйăрнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
23 сентября 2009
00:00
Поделиться
;