Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ÇĔН ĔМĔР УЧИТЕЛĔ

Ун класĕнчи пек хуçаланакан чĕрĕ варкăша кашни çĕртех курма тивмест. Ачасем вĕрентекен тавра сырăннă та тавлашмалла хăйсен ĕçĕсемпе паллаштараççĕ. Вĕсемшĕн пĕтĕмпех çĕнĕ, кăсăклă. Кăçал пĕрремĕш хут парта хушшине ларнăскерсем, пĕлÿ тĕнчине пысăк кăмăлпа ыткăнни тÿрех сисĕнет.

Çакă, паллах, пĕтĕмпех - Людмила Александровна Бойкован тивлечĕ. Ĕç пÿлĕмĕ - хăй ачалăх тĕнчи. Вĕренме илĕртекен плакатсем, пособисем, материалсем - пĕтĕмпех куç умĕнче, ал айĕнче. Ку класра никам та хыçалта лармасть, партăсене «çавра сĕтел» мелĕпе вырнаçтарни вĕрентекеншĕн кăна мар, ачасемшĕн те усăллă. Урокĕсем - çĕнĕлĕх, кăсăклăх сехечĕсем. Наянланакан, ĕçсĕр ларакан çук.

Ачасемшĕн вăл чи лайăххи, чи ырри, амăш çумĕнче йăпаннăн тăхтавсенче ăшшăн пырса ыталаниех çакна çирĕплетет мар-и; Юратнă вĕрентекенне тав туса уявпа саламлама та ĕлкĕрнĕ вĕсем - ачасен юратăвне, хисепне ĕнентерсе чÿрече янахĕ çинче пы-ысăк чечек çыххи илемлĕн ялкăшса ларать.

Людмила Александровнан куçĕсенче, сăмахĕсенче тата... - пĕчĕк шăпăрлансемшĕн, вĕсене пурнăçа хатĕрлессишĕн хĕмленсе çунни тÿрех палăрать. Калаçăвĕнче - ачасемпе ĕçлесси телей пулни.

Çĕн ĕмĕр учителĕ теессĕм килет манăн Хапăсри вăтам шкулти кĕçĕн классен учителĕ çинчен. Тăваттăмĕш çул тимлет ĕнтĕ кунта вăл. Иртнĕ çул пĕр кăларăма аслăрах, илĕртÿллĕрех пĕлÿ тĕнчине ăсатнă. Вĕсен вĕренĕвĕпе вара кăсăкланма пăрахман-ха. Журналти паллисем савăнтараççĕ вĕрентекене - эппин, ĕçлени харама кайман.

Людмила Александровна вĕрентÿ тытăмĕнче çирĕм виççĕмĕш çул ĕнтĕ. Маларах Кÿлхĕрринчи шкулта вăй хунă. Ачасене пĕлÿ патне туртас, вĕренĕвĕн илĕртÿлĕхне ÿстерес тесе ĕçе кĕнĕ пĕрремĕш кунтанах çĕнĕ меслетсене алла илме тăрăшнă. 8-9 çул каялла вăл «Аталантаракан вĕрентÿ» курсĕнче ăсталăха ÿстернĕ хыççăн вĕрентĕвĕн çĕнĕ системине çул панă. Ачасене хăйсене шутлама, хăйсен шухăшне уçса пама, вĕсем урлă çĕннине пĕлме туртакан çак методика темăна лайăхрах ăнланма май парать.

Чăваш тата вырăс вулав урокĕсенче пуканесемпе усă курни те паха «çимĕç» парать. Текстсене вуланă хыççăн ачасен калаçăвĕ урлă теттесем «чĕрĕлеççĕ». Çакă калав-сăвăсене асра çирĕпрех хăварма кăна мар, ачасен калаçу чĕлхине аталантарма та аван пулăшать.

Людмила Бойкован çак методикине республикăри вĕрентÿ институтĕнче те ырласа йышăннă. Кунта тимлекен Алевтина Рыбаковапа пĕрле халĕ вĕрентекен ăна вĕрентÿ пособийĕ евĕрлĕ пичетлесе кăларасшăн.

Унăн ĕç меслетне кĕçĕн класс учителĕсен республикăри форумĕнче те кăтартуллăн палăртнă.

Хапăс шкулĕнче кĕçех пуканесен театрĕн кружокĕн алăкĕсем уçăлĕç. Ăна кăçал та йĕркелеме ачасем Людмила Александровнаран вĕренÿ çулĕ пуçлансанах тилмĕрме тытăннă иккен...

Тĕрĕссипе, Л.Бойкован кăçалхи ĕç планĕ те пуян, малти вырăнта - ачасен ăс-хакăлне аталантаракан, кăмăл-сипет воспитанийĕ çинее тĕрĕс витĕм кÿрекен занятии-мероприятисем.



"Çĕнтерÿ çуле"
03 октября 2009
00:00
Поделиться
;