Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ăслăлăх, ырăлăх вăрлăхне акать

Пĕлÿ - хăйне евĕрлĕ искусство, вăл çунат хушать, йывăрлăхсене çĕнме май парать. Ун никĕсне вара вĕрентекен хывать, пурнăçри тĕллевсем патне çирĕп утма, тĕрĕслĕхе вĕрентет, ăс-тăна çирĕплетме пулăшать, ыркăмăллăха аталантарать, чăтăмлăха хăнăхтарать.

Педагог маяк пекех. Вăл çынра чи паха енсене - ăслăлăха, юратăва, чăнлăха, телее, тасалăха, илеме, тăнăçлăха - хывать, ăна пысăк пурнăçа хатĕрлет.

Санарпуçĕнчи вăтам шкулти кĕçĕн классен учителĕ Ольга Алексеевна Дмитриева шăпах çакăн пек вĕрентекенсенчен пĕри. Ачасемпе пĕр чĕлхе тупма, вĕсен шухăш-кăмăлне куçранах пăхса ăнланма, итлеме тата ăнлантарма пĕлни ун ĕçне ăнăçлăх кÿрет. Ольга Алексеевна - ырăлăх тĕнчине çул уçма пулăшаканĕ. Тарăн пĕлÿ, воспитани парас ĕçре çирĕп. Ачасен тавракурăмне аталантарас ĕç планĕ кăсăклă занятисемпе, тĕрлĕ мероприятисемпе пуян. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче пирĕн ачасене çĕнни, интересли нумай кĕтет. Йывăр вăхăтра та çухалса каймĕç вĕсем, пĕлеççĕ - вĕсемпе юнашар яланах юратнă учитель.



"Çĕнтерÿ çуле"
03 октября 2009
00:00
Поделиться
;