Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ДЕПУТАТПА ТĔЛ ПУЛЧĔÇ

Сентябрĕн 28-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче РФ Патшалăх Думин депутачĕ В.С.Шурчанов суйлавçăсемпе тĕл пулса калаçрĕ. Кун йĕркине суйлавçăсем ыйтнипе йĕркеленĕ: 1. Депутат отчечĕ* 2. Компартин Госдумăри фракцийĕн кăçалхи ĕçĕ-хĕлĕ* 3. ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров КПРФăн республикăри уйрăмĕн активĕпе ирттернĕ тĕл пулу* 4. РФ Президенчĕн Д.А.Медведевăн «Раççей хаçатĕнче сентябрĕн 15-мĕшĕнче пичетленнĕ статйине тишкернĕ май». Пирвайхи икĕ тема тăрăх пухăннисем депутата нумай-нумай ыйтусем парса хăшкăлтарчĕç. «Кризис  уйрăммăнах çитес çул шала кĕрет, пурнăç пушшех йывăрланать, - терĕ Валентин Сергеевич. - Кризиса çăмăллатма тесе банксемпе монополисене уйăрса панă вун ултă триллион тенкĕ промышленноçа, ял хуçалăхне, наукăна аталантарма кайман, доллара куçса, 85 процент ытла чикĕ леш енне ĕрĕхтернĕ...». Коррупципе кĕрешÿ пуласса ĕненме май çук-мĕн: влаçри партисем Уголовлă Кодексран «кĕрешÿ статйисене» кăларттарнă...

- Компартин республикăри активĕ хамăрăн Президентпа уççăн калаçни питĕ тухăçлă, усăллă, конструктивлă пулчĕ, - терĕ КПРФ Чăваш рескомĕн пĕрремĕш секретарĕ В.С.Шурчанов. - Чылай çивĕч ыйтура Николай Васильевичпа пĕр евĕрлĕ шухăшлатпăр.

Коммунистсен республикăри лидерĕ Президента сÿтсе явмалли тĕп темăсемпе малтанах паллаштарнă, çирĕм пĕр ыйтăва çырупа тăратнă, агрегат заводĕнче сентябрĕн 18-мĕшĕнче иртнĕ митинг резолюцине алăран тыттарнă. «Йывăрлăхран тухмалли çул-йĕре пĕрле шыратпăр», - тенĕ Н.В.Федоров. «Волгастройгрупп» дольщикĕсене хута кĕрсе пулăшмаллах пулать. Пысăк предприятисене ĕçпе тивĕçтерсе сыхласа хăвармалла. Вĕренекенсен çăмăллăх çул билечĕсем упранса юлĕç. ЖКХ тарифĕсене контроль аллине илĕпĕр. В.И.Ленинăн Шупашкарти палăкне çирĕпрех лартмалла, чаплăрах курăнмалла юсăпăр...

Тĕл пулура вун улттăн тухса калаçнă. Тÿрремĕн çĕр çинче, агросекторта вăй хуракансем уй-хирпе выльăх-чĕрлĕх продукчĕсен хакĕсем пирки ыйтса пĕлнĕ, тĕплĕ сĕнÿсем тăратнă, çĕр налукĕн ставкисене йĕркелемеллине, пăрахнă çĕрсене тыр-пул тума хăвăртрах тавăрмаллине палăртнă.

Тĕл пулу пĕр сехет вырăнне икĕ сехет те çирĕм минута тăсăлнă. «Социаллă пурнăçпа экономика позицийĕсем пĕрешкеллине ăнлантăмăр, - терĕ Валентин Сергеевич. - Эпир çыншăн, халăх интересĕсемшĕн влаçпа канашласа ĕçлеме яланах хатĕр. Н.В.Федоров социаллă патшалăхшăн, эпир - социализмла патшалăхшăн».



"Çĕнтерÿ çуле"
03 октября 2009
00:00
Поделиться
;