Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кĕрхи вăрманта

         Сентябрь вĕçĕнче ăшă кунсем тăчĕç, ачасене урама илĕртрĕç. Пĕчĕккисене пĕр енлĕ вĕренÿ ывăнтарать-çке, ачасене пĕрмаях çĕнĕлĕх кирлĕ. Çакна шута илсе Калининăри 3 «а» тата 4-мĕш класра вĕренекен ачасем вăрмана Ылтăн кĕркунне патне хăнана кайрĕç. Çулталăкра тăватă хутчен пулаççĕ вĕсем вăрманта.

        Вăрман ачасене тĕлĕнмелле илемлĕ тĕссемпе кĕтсе илчĕ. Вăл шăпланнă пулин те, питĕ асамлă. Вĕренекенсем кĕрхи вăрмана тимлĕн сăнарĕç, хăйсем пĕрре мар утнă сукмаксемпе килленсе пычĕç. Мĕн кăна асăрхамарĕç пулĕ вĕсем: çулçăсем ушкăн - ушкăн ташласа çĕре ÿкнине, кая юлса шăтнă кăмпасене, Сăвăс йывăççин асамлă хăлха çаккийĕсене, кайăксен çапăçура çухалса юлнă тĕкĕсене.

        Вăрман сывлăшĕ уçă та таса. Ачасен сăнĕсем çутă, кăмăлĕсем савăк. Вĕренекенсем уçланкăра тупăшса вылярĕç, тĕрлĕ парнесене тивĕçрĕç.

      Уçланкăна çÿп-çапран тасатма та манмарĕç çамрăк экологсем. Хĕрачасем тункатасем çине тырă, тĕрлĕ ÿсен-тăран вăрри  сапрĕç, кишĕрсем хучĕç. Вĕсенчен кашниех пĕлет: вăрман - пирĕн симĕс кил. Вĕсене хăйсем тунă пĕчĕк ĕçĕ савăнтарчĕ, хавхалантарчĕ. Ачасем вăрманпа кăмăллăн сывпуллашрĕç. Тĕрлĕ çулçăран ăсталанă çыхăсемпе, ĕç урокĕ валли пуçтарнă йĕкелсемпе хаваслăн шкула таврăнчĕç. Эпир, учительсем, ачасем вĕренĕве çĕнĕ вăй-халпа кÿлĕнессе шанатпăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
03 октября 2009
00:00
Поделиться
;