Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Килти хуçалăха аталантарас шухăш пулман

Ялта пурăнакансене - выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсене е çĕр çинче ĕçлекенсене - пулăшу парассипе патшалăх енчен палăрмалла тимлĕх уйăраççĕ. Акă уйрăм хушма хуçалăха аталантарма паракан çăмăллăхлă кредитсемпе те чылай çынна тивĕçтернĕ. Вĕсен процент ставкисене патшалăх субсидилет. Анчах ку кредитсене урăх тĕллевпе усă курма юрамасть. Çакна кредит килĕшĕвĕнче уççăн палăртса хăварнă, кредит илекенсене те çакăн çинчен çирĕппĕн асăрхаттараççĕ.

Шăпах процентăн пысăк пайне каялла тавăрса пани илĕртет те нумайăшне кредит ыйтса банка заявлени çырма. Хăшĕ-пĕрисем банка та, патшалăха та улталама хăтланаççĕ - укçана хуçалăха тытса пыма мар, пачах урăх çĕре тăкаклаççĕ. Çапах та асăрхаттарас килет: çакнашкал тĕслĕхсем ан пулччăр тесе банксем те, йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем те тăтăшах тĕрĕслевсем ирттереççĕ. Ултавшăн вара уголовлă явап тытма тивет.

Пĕлтĕр, сăмахран, Çĕмĕрле район сучĕ ку преступленипе пуçарнă пĕр уголовлă ĕçе пăхса тухса айăплав йышăнăвĕ кăларнă. Çĕмĕрле районĕнче пурăнакан М.-сем, упăшкипе арăмĕ, «Агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕ» наци проекчĕн йĕркипе килти хушма хуçалăха аталантарма Раççей Перекет банкĕн Çĕмĕрлери  уйрăмĕнчен 2006 çулхи июнĕн 23-мĕшĕнче 200 пин тенкĕ кредит илнĕ. Килĕшÿ тăрăх, парăма 2011 çулхи июнĕн 23-мĕшĕччен татса пĕтермелле пулнă. Анчах каярахпа палăртнă май, ку укçапа вĕсем тĕллевлĕ мар, кулленхи тăкаксене саплаштарма усă курнă. Çав вăхăтрах тĕрлĕ çынсенчен темиçешер выльăх туяннă тесе суя документсем хатĕрлеме те хăраса тăман. Сутни-туянни çинчен калакан суя килĕшÿсене М.-сем Перекет  банкĕн Çĕмĕрлери уйрăмне тăратнă, вĕсем тăрăх ЧР Ял хуçалăх министерстви кредит проценчĕсене тÿлеме кайнă тăкаксене субсидиленĕ. 2008 çулхи январĕн 26-мĕшĕ тĕлне ку сумма 21958 тенкĕпе танлашнă.

Çĕмĕрле район сучĕ ултавпа укçаллă пулма хапсăннă упăшкипе арăмне пĕр çуллăха условнăй майпа ирĕкрен хăтарнă. ЧР Ял хуçалăх министерствине тăкак кÿнĕ 21958 тенкĕне вĕсем суд ларăвĕчченех тавăрнă.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
03 октября 2009
00:00
Поделиться
;